Хамăр ĕçлемесен кам пире пулăшĕ?

Категория: Общество Опубликовано: 29.10.2026, 13:55 Просмотров: 14

Чÿк уйăхĕ çывхарнă май ял хуçалăхĕнче уй-хир ĕçĕсем вĕçленчĕç темелле. Анчах ыранхи кунпа пурăнакан хресчен кăмака çумне васкамасть-ха. Çанталăк условийĕсем меллĕ пулнине пăхса пурнăçланă ĕçе пĕтĕмлетнипе пĕрлех вăл малашлăха та çул пама тăрăшать.

Пирĕн паянхи сăмах – муниципалитет округĕнчи ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хĕле хатĕрленни пирки. Вырăнсене çитсен, машинăпа трактор паркĕсенче пулсан, нумай хуçалăх ыранхи кунпа пурăнни куç умне пулать. Эпир çитнĕ чух кашни хуçалăхрах хĕрÿ ĕç шавĕ тăратчĕ, механизаторсемпе юсавçăсем хăйсем хушшинче кая хăвармасăр пурнăçламалли ĕçсем пирки калаçатчĕç. Çавăнпа паянхи пирĕн сăмах шăпах вĕсем пирки пулĕ те. Оринин территори пайĕнчи хуçалăхсем хĕл çывхарнине сисни курăнмарĕ пулсан, «Герой» ял хуçалăх производство кооперативĕнче пачах урăхла лару-тăру. Кунта выльăх апачĕ янтăланă çĕрте, вырмара, кĕрхи ака-сухара ĕçленĕ техника хăйĕн управ вырăнне тупнă, кашнин патнех юсавçă-управçă алли çитнĕ. Темиçе çул каялла хуçалăхри вăйпа ăсталанă сарлака сÿре пĕрремĕш кун мар ĕнтĕ управра ларать. Вырмара тăрăшнă «Акрос-530» тата «Акрос-585» комбайнсем те, выльăх апачĕ янтăламалли «Дон-680» комбайн та хиртен кĕрсе тирпейлĕн управа вырнаçнă.

– Çанталăк условийĕсем май панине кура мехпаркра та ĕç самаях-ха. Пур техника хатĕрĕ патне те юсавçăсен аллине çитерме тăрăшатпăр. Хамăр ĕçлемесен пире кам туса парĕ-ха? Çитес çул çав техникăпах ĕçлеме тивет. Управа тирпейлĕ лартнă техника вара çур акинченех тухăçлă ĕçлеме пуçлать. Ку вăл – хуçалăх экономикин аталану çулĕ, – терĕ управа лартнă техника хатĕрĕсем патĕнчен иртнĕ май хуçалăхăн тĕп инженерĕ Георгий Шурнов. Е. Андреев яч. хис., Чкалов яч. хис. хуçалăхсем те сывлăшра шурă шăнасем курăнма пуçличчен техникăна управа лартассипе пысăк ĕçсене вĕçленĕ. «Техникăна ГОСТпа килĕшÿллĕн управа лартни çур акине кăлармалли техникăна мĕн кирлине кăтартать. Ку вăл – пулас тухăçăн никĕсĕ. Çакна эпир ăнланатпăр. Çавăнпа та хиртен кĕнĕренпех техникăна управа лартасси – пирĕншĕн тĕп тĕллевре», – терĕ Е. Андреев яч. хис. Хуçалăх ертÿçи Виталий Семенов. Чкалов яч. хис. хуçалăх та пирĕн тăрăхра тĕрек аталанса пыраканнисен йышĕнче. Кунта юлашки çулсенче тырă-пулă акса ÿстерессине тĕп тĕллеве лартнăран çĕнĕ техникăпа ĕçлессине те, вĕсен «ĕмĕрне» тăсассине те кун йĕркинчен самантлăха та кăлармаççĕ. Сĕтел çинче çăкăр пултăр тата кĕсьерен укçа ан татăлтăр тесе асăннă хуçалăхра хăйсен вăйĕ çине ытларах шанаççĕ. Механизаци паркне пуян тытакан Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕ производствăра çеç мар, уй-хирте ĕçленĕ техникăна управа лартассипе те юлашки çулсенче тăван округшăн ырă тĕслĕхре (сăн ÿкерчĕкре). Кооперативра паянхи ĕçе ырана хăварман ĕçченсем валли ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартмалли ĕçсен планне те туса хатĕрленĕ. Ăна пăхăнса механизаторсемпе юсавçăсем хиртен кĕнĕ кашни техникăна çуса тасатса ангарсене вырнаçтарнă, ĕç агрегачĕсене хак парса çитес çул кирлисене туянма пуçланă. Ку вăл пуян тухăçăн никĕсĕ пулнине Анаткассинче паян кашни механизаторпа юсавçă ăнланать. Çак ăнланупа вĕсем малашлăха пăхаççĕ. Хуçалăхри механизаторсемпе юсавçăсем хăйсем умне лартнă тĕллевсене ăнланаççĕ. Ăна вĕсем кĕске вăхăтра пурнăçлассишĕн паян пĕр çемьери пек вăй хураççĕ. «Хура кĕркунне çывхарнă май ял хуçалăх техникине ГОСТпа килĕшÿллĕн управа лартассипе халĕ кунсем мар, сехетсем юлаççĕ», – терĕç вĕсем ĕçрен самантлăха та уйрăлмасăр. Смотр-конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе ял хуçалăх техникине управа лартассипе округри комисси Суворов яч. хис. хуçалăх – пĕрремĕш вырăна, Е. Андреев яч. хис. хуçалăх – 2-мĕш вырăна, «Герой» тата Чкалов яч. хис. Кооперативсем 3-мĕш вырăна тивĕçни пирки пĕтĕмлетÿ турĕç.

Сергей НИКОЛАЕВ, патшалăх техника надзорĕн районти инспекторĕ;

Анатолий БЕЛОВ, район хаçачĕн редакторĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1