Ăна 90 çул параймăн

Категория: Общество Опубликовано: 01.10.2026, 09:24 Просмотров: 27

Эсир паянхи сăн ÿкерчĕкре куракан Николай Иванович Мухин 30 пин ытла çын пурăнакан муниципалитет округĕн пĕр пайĕ. Анчах вăл хăйĕн çирĕплĕхĕпе, пурнăçа юратнипе ыттисенчен курăмлă уйрăлса тăрать. Çапла калани малаллахи сăмахăмăн никĕсĕ пултăр. Кунта сывă пурнăç йĕрки те, вăрăм пурнăç тилхепи те, çĕршыва юратни те, çемьери килĕшÿ те пĕр çыхăра тăраççĕ.

Ильинка территори пайĕнчи Вăрманкассинче пурăнакан сăн ÿкерчĕкри ветерана пĕрре пăхсах 90 çул параймăн та. Çул хисепĕ çавăн чухлине пĕлсен, ман ăшра хам умри ветеран çамрăклăха ку таранччен епле упраса хăварни пирки ыйту çуралчĕ. 11 ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ асаттен хуравĕ ашшĕ-амăшне, аслă ăрăва тав тунинчен пуçланчĕ.

– Ĕçлемелле, умри ĕçе чуна парса пурнăçламалла, юратса тунă ĕç ĕмĕре тăсать, çамрăклăха упрать. Ĕçленипе пĕрлех Тăван çĕршыва, хăв çуралса ÿснĕ кĕтесе юратмалла, эрех-сăраран катара тăни те пурнăçăмра яшлăха тăснин тĕп вăрттăнлăхĕ пулчĕ пулас. Атте эпĕ уйăхра чухнех пурнăçран уйрăлнăран анне çуратнă 11 ачаран эпир тăваттăшĕ çеç пурнăçăн анлă çулĕ çине тухрăмăр: 1926 çулта çуралнă Агафи, 1927 çулта çуралнă Гавриил, 1929 çулта çуралнă Антонина тата эпĕ, 1936 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче пурнăçа килнĕскер. Çăмăл мар вăхăтра ÿсме тиврĕ пире, анчах никам та ĕçрен ютшăннине астумастăп, – пуçларĕ калаçăва ĕç ветеранĕ пурнăç тути-масипе самаях кушăрханă пит çăмартисене ăшă кулă кăларса. Çулĕсем пуррине пăхмасăрах хăйне виçĕ ывăлĕпе вĕсен çемйисем тăтăшах килсе пăхса тăракан асатте паян та кил хуçалăха çирĕп алăра тытса пыма тăрăшать. Çакăн пирки кил-çурт таврашĕнчи тата пахчари тирпейлĕх калать. Хăй çемьере кĕçĕнни пулнă май вăл аслисен тирпейлĕхне ачаллах курса, вĕренсе, ĕç мелĕсене алла илсе пынă. Çавăнпа паян та вăл ăна хăй еккипе ямасть. Вуннăмĕш теçетке çулпа утаканскер, пурнăç тилхепине унччен-хиллех çирĕп алăра тытма тăрăшать. Виçĕ ывăл çуратнă мăшăрĕ, Антонина Александровна, 70 çултан иртсен пурнăçран вăхăтсăр уйрăлни те арçыннăн пурнăçĕ çине витĕм кÿнĕ. Ăна аса илсен Николай Иванович кĕпе çаннипе куçĕсене шăлса илчĕ...

Хырăм выçать – çиес килет

Николай Иванович 90 çул хушшинче хури-шуррине пайтах курнă. Çавăнпа та хамăр калаçнă чухне хушăран унăн тутисем чĕтресе илни те пĕрре мар пулчĕ. Нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралса ÿснĕскер çĕр ĕçĕ кăна тăрантарнине ачаллах ăша хывнă. Амăшĕ колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă пулсан, килти ĕç-хĕл пĕтĕмпех ачисем çине тиеннĕ. Антонина та, Агафия та, Гавриилпа Николай та килти хушма хуçалăх ĕçĕсене амăшне пулăшмалла ытларах хăйсемех пурнăçланă. Çимеллине те хăйсемех хатĕрленĕ. Хырăм выçать – çиес килет. Çапла вара пĕррехинче 6 çулхи ача хире тухса пĕр тĕм çĕр улми кăкласа кĕме тăрать. Çакна председатель асăрхать. Ачана алăри çĕр улмине каялла ларттарса тата кун пек тума юраманнине систерсе киле ăсатать. «Юрать-ха милици аллине памарĕ вăл мана. Ахаллĕн темĕнле вĕçленетчĕ çĕр улми кăларни», –кулса илчĕ 90 çулхи асатте куçне шăлса. Кунта вăл шăн уйра крахмал пуçтарнине те куççуль витĕр аса илчĕ. Çак истори хыççăн вăл хăйĕн пурнăçĕнче ют пурлăха тытса курман, ачисене те тÿрĕ çулпа утма вĕрентнĕ. Ырăпа ÿстерни ачисене Тăван çĕршыв хуралçи пулма вĕрентнĕ. Паян Мурманскра пурăнакан Димитрийпе Шупашкарта тĕпленнĕ Борис аслă мичмансем хăйсен пурнăçĕн тĕп пайне Тинĕс çар флотĕнче службăра ирттернĕ. Кĕçĕнни – Виталий – шалти ĕçсен министерствин аслă прапорщикĕ. Паян вĕсем пурте тивĕçлĕ канура. Анчах тăван киле манмаççĕ. Кунта вĕсене тăтăшах хăнара курма пулать. Ашшĕне ытларах Мемеккассинче пурăнакан Виталий пулăшать.

– Ялта пурăннă май хăй вăхăтĕнче эпир те выльăх-чĕрлĕх йышлă тытса. Вĕсемпе ĕçлениех ачасене пурнăç çулĕ çине тăратма пулăшрĕ тесе шутлатăп. Паян вара эпĕ хам ытларах ачасен пулăшăвĕпе усă куратăп. Мăнуксем те яла килсен яланах манпа юнашар. Вĕсем ял пурнăçĕпе, ĕлĕкрех хресчен епле пурăннипе интересленеççĕ, пахчара ĕçлесе пулăшаççĕ, – терĕ пурнăçăн ытларах пайне вăрман хуçалăхĕнче ĕçлесе ирттернĕ Николай Иванович. Кунта унăн сăнĕ çинче савăнăç шевли палăрчĕ.

Çар служби асран тухмасть

Пирĕн ентеш 1955 çулхи кĕркунне çар ретне тăрать. Ятарлă вĕрентÿ курсĕ хыççăн вăл 3 çул Германире танксемпе кĕрешекен уйрăм батальонра радист пулать. «Связист юлташсем хушшинче малтанхи вăхăтра тăтăшах çырусем çÿрететтĕмĕр. Тăшман юнашарах пулнине шута илсе кайран çапла тума чарчĕç. Морзе азбуки вара паян та асрах», – терĕ ветеран ман çине йăл кулăпа пăхса. Виçĕ çултан демобилизаци йĕркипе киле таврăннă салтак пĕрремĕш кунран майлах ĕçе кÿлĕнет. Пÿрт-çурт тума йывăç кирлине шута илсе малтанах «Волжский» вăрман производствин хуçалăхĕнче вăй хурать. Кунта вăл платник, столяр, кăмакаçă ĕçĕсене алла илет. Çемье çавăрма тата çĕнĕ çурт тума укçа кирлине шута илсе 5 çул Чулхула облаçĕнче кĕтÿçре çÿрени – пурнăçăн уйрăм страници.

– Таçта ĕçлесен те çĕршыв мана Германире хăйне хÿтĕлеме шанни асран тухмарĕ. Çакăнта эпĕ спортпа туслашрăм. Çартан таврăнсан йĕлтĕр туянтăм та унпа çулленех Атăл урлă хыр-чăрăш йĕкелĕ пуçтарма çÿреттĕм. 7 çул вăрман хуçалăхĕнче бараксем тума та йĕлтĕрпех çÿрерĕм. 70 çулта «Чи ÿсĕмлĕ йĕлтĕрçĕ» ята тивĕçни те асрах-ха. Спортпа туслă пулнăран алла пирус тытса курман, эрехпе те туслă пулман. Пурнăç аталанăвĕпе тан пырса вăхăтра пÿрте электричество, çут çанталăк газĕ, шыв кĕртрĕм пулсан та пÿртри кăмакана сÿтмерĕм. Хам алăпа тунă кăмакана паян тесен паян вутă хурса чĕртме пултаратăп, – çирĕппĕн калаçрĕ куçĕпе вырăс кăмаки çине тинкерсе. 90 çулхи асатте килте пысăк ĕçсемпе аппаланмасть пулин те, çуллен хăмла ÿстернине, ăна тухăçлă туса илнине палăртсах каларĕ. Иртнĕ çул хăмлапа ĕçлесе çеç вăл 11 пин тенкĕ укçа ĕçлесе илнĕ. «Кă cал та унран кая пулассăн туйăнмасть», – терĕ саппасри ефрейтор мана урама тухса ăсатнă май.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить