«Эпир пулнă, пур, пулатпăр!»

Категория: Общество Опубликовано: 11.11.2026, 11:21 Просмотров: 22

Олег Николаев регионӑн 2027 ҫулхи тӗллевӗсене палӑртрӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвӗ регионӑн 2027 ҫулхи аталанӑвӗн стратегине тата малашлӑхне палӑртакан программа докуменчӗ пулса тӑчӗ. Олег Николаевшӑн ку Ҫыру улттӑмӗш пулчӗ.

Унта республика Правительствин, депутатсен корпусӗн, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, ҫавӑн пекех предприятисемпе организацисен пӗрлехи ӗҫӗн векторӗсене палӑртнӑ. Ҫырупа паллаштарас церемоние 600 ытла ҫын хутшӑнчӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев социаллӑ политикӑри виҫӗ тӗп тӗллеве палӑртрӗ. Ку вӑл – ача ҫуратассине ӳстересси тата нумай ачаллӑ ҫемье институтне ҫирӗплетесси, ҫамрӑксене регионта ҫирӗплетесси тата республикӑна ҫӗршыври ытти субъектран ҫамрӑк специалистсене явăçтарасси. Ҫавӑн пекех «Хастар вӑрӑм ӗмӗр» программӑна пурнӑҫа кӗртесси. Ҫырура граждансен сывлӑхне, ҫав шутра репродуктивлӑ сывлӑха та, упрасси ҫине те пусӑм турӗ. Сӑмахран, Олег Николаев ҫитес икӗ ҫулта ҫемье сывлӑхне сыхлакан тата репродукцин пӗрлехи центрне йӗркелессине пӗлтерчӗ. Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, 2025 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Чӑваш Республики ГТО нормативӗсене пурнӑҫлассипе Раҫҫей Спорт министерствин федераци рейтингӗнче виҫҫӗмӗш тата Атӑл ҫи федераци округӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ. Нормативсене ӑнӑҫлӑ пурнăçлани, палӑртрӗ вӑл, абитуриентсене аслӑ шкулсене вӗренме кӗнӗ чухне хушма ҫӑмӑллӑхсем парать. Ҫавӑн пекех, ҫав ҫулах диспансеризаци тухсан, ҫынсем налук вычечӗ илме пултараҫҫӗ. Вӗренӳ сферинче инфратытӑмӑн анлӑ трансформацийӗ малалла тӑсӑлӗ. 2021 ҫултанпа республикӑра 12 шкул тунӑ, 134 шкула тӗпрен юсанӑ, тата – вун-вун объектри ӗҫсем юлашки тапхӑрта. Шкулсенче ачасемпе тӳрӗ диалог йӗркелеме тата вӗсене пулас специальноҫа суйлама пулӑшма тӗрлӗ професси представителӗпе тӑтӑшах тӗл пулусем йӗркелемелле. Аслӑ ӑрӑва пулӑшасси пирки каланӑ май Олег Николаев 2030 ҫул тӗлне республикӑри мӗнпур муниципалитетра ватӑсем валли социаллӑ центрсем тӑвассине палӑртрӗ. Шӑпах вӗсен никӗсӗ ҫинче паян «кӗмӗл» волонтерсен юхӑмӗ кал-кал аталанать. Ҫырӑвӑн уйрӑм блокӗ наукӑпа технологи аталанӑвӗн ыйтӑвӗсем пулса тӑчӗҫ. Тӗп тӗллевсен шутне наукӑпа бизнеса интеграцилесси, тулли цикллӑ наукӑпа производство ҫыхӑнӑвӗсене йӗркелесси, ҫамрӑк ученӑйсемпе специалистсене явӑҫтарасси, наукӑна цифра тӗлӗшӗнчен трансформацилесси кӗнӗ. Ҫак тӗллевсене пурнӑҫлас тесе Чӑваш Республикин Правительствине кӗске вӑхӑтрах проект офисӗ йӗркелеме хушрӗ, ҫав шутра аслӑ шкулсем хушшинчи кампус тума. Республика пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех премисемпе грантсен виҫине ӳстерме, наукӑпа инноваци ӗҫӗсен авторӗсене пулӑшассине вӑйлатма хушрӗ. Ҫырура ҫул-йӗр инфратытӑмне тата территорисене комплекслӑ аталантарассипе, хӑрушсӑрлӑхӑн чи пысӑк шайӗнчи требованийӗсене шута илсе искусствӑлла интеллекта пурнӑҫӑн пур сферине те кӗртессипе, СВО ветеранӗсем валли наставниксен институтне йӗркелессипе ҫыхӑннӑ ытти пуҫару та янӑрарӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме влаҫӑн, бизнесӑн тата обществӑн пур пайӗн те килӗштерсе ӗҫлеме кирлине палӑртрӗ. Вӑл палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫласса шаннине пӗлтерчӗ. Сӑмахне вӗҫленӗ май Олег Николаев Петӗр Хусанкайӑн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» йӗркисене аса илтерчӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫак ҫыхӑнӑва сыхласа хӑварас тесен йӑла-йӗркене упрамаллине, хальхи майсемпе усӑ курмаллине, пӗтӗм ӗмӗтсене пурнӑҫа кӗртме пӗрле ӗҫлемеллине палӑртрӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6