Муркаш енне – ҫырла тутанма

Категория: Общество Опубликовано: 11.11.2026, 11:16 Просмотров: 22

Чӑваш Енрен харӑсах виҫӗ проект федерацин «Агротуризм» конкурсӗнче ҫӗнтернӗ! Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев социаллӑ сетьсенче пӗлтернӗ.

Кашниех 2027 – 2029 ҫулсенче ял туризмне аталантарма 10-шар млн тенкӗ илӗ. Йӗпреҫ округӗнче Анастасия Павловӑн «Карӑк кати» агроусадьба хӑнасене хура хурлӑханӑн промышленноҫ плантацийӗсем тата регионти пӗрремӗш шпалер тытӑмӗнчи улмуҫҫи сачӗ тӑрӑх экскурсисем сӗнӗ. Канаш округӗнче «Кипрей» кооператив «Чей ҫурчӗ» никӗсӗ ҫинче площадка туса хурӗ, унта хӑнасем иван-чейӗн – ҫулҫӑ пуҫтарассинчен пуҫласа хатӗр упаковкӑна ҫитиччен – пӗтӗм ҫулне курӗҫ, ҫавӑн пекех пылпа пӗҫернӗ чей тутанса пӑхӗҫ. Муркаш округӗнче Антон Барановӑн «Ҫӗр ҫырли сӑрчӗсем» ферми ҫырла пуҫтарассипе, ӑсталӑх класӗсемпе тата ҫут ҫанталӑкри ҫуртсемпе ҫулталӑкӗпех ҫемье тата экологи канӑвӗн центрӗ пулса тӑрӗ. Агротуризм пирӗн ялсен вӑй-хӑватне уҫса парать: ял хуҫалӑхӗпе тата вырӑнти апат-ҫимӗҫпе паллаштарать, фермерсене хушма тупӑш парать, территорисене аталантарма ҫӗнӗ майсем туса парать. 2022 ҫултанпа Чӑваш Енре агротуризмӑн 8 проектне 94 млн тенке яхӑн пурнӑҫа кӗртнӗ ӗнтӗ, ҫав шутра 69,1 млн тенкӗ – грант пулӑшӑвӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6