«Хир карапĕсен» капитанĕсем

Категория: Главные новости Опубликовано: 02.11.2026, 08:42 Просмотров: 39

IMG 20261030 132014

Кăçалхи вырмана пĕтĕмлетсе Муркашра ирттернĕ Тыр-пул уявĕнче кашни тăрăшуллă ĕçчен ырăпа палăрчĕ. Муниципалитет округĕнчи конкурсра ĕç çĕнтерÿçисем пысăк чыса тивĕçрĕç.

Вĕсем хушшинче «хир карапĕсемпе» тырă выракансем те пур. Çапла вара «2026 çулхи чи лайăх комбайн экипажĕ» номинацире çак комбайнерсен хастарлăхне уйрăммăн палăртрĕç.Вĕсем: «Куснар» агрофирма механизаторĕ Сергей Кондаков (3-мĕш вырăн), Е. Андреев яч. хис. хуçалăх комбайнерĕ Александр Семенов (2-мĕш вырăн) тата Суворов яч. хис. кооператив механизаторĕ Андрей Лопатин (1-мĕш вырăн). Тыр-пул уявĕ епле иртнипе эсир хаçатăн 4 – 5-мĕш страницисенче паллашма пултаратăр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить