Медиахолдинг тӑваҫҫӗ

Категория: Общество Опубликовано: 11.11.2026, 11:42 Просмотров: 19

Чӑваш Енре районти 18 редакцие «Хыпар» издательство ҫурчӗ ҫумне пӗрлештереҫҫӗ. Улшӑнусен тӗллевӗ – кӑларакан хаҫат-журнала упраса хӑварасси, вӗсен контенчӗн пахалӑхне ӳстересси тата республикӑра пӗрлехи медиахол-динг йӗркелесси.

Йышӑнӑва Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче йышӑннӑ. Пӗрлешнӗ хыҫҫӑн пур хаҫат та муниципалитет округӗсен территорийӗсенче тухса тӑрӗ. Улшӑнусем массӑллӑ информаци хатӗрӗсене йӗркелекенсен йышне кӑна пырса тивӗҫ. Кун пек чухне редакцисен управлени функцийӗсемпе пичет майӗсене централизацилеҫҫӗ, ҫакӑ ӗҫченсене журналист ӗҫӗ ҫине тимлӗх уйӑрма пулӑшӗ, ҫавӑн пекех бюджет укҫи-тенкине перекетлеме май парӗ. Ҫак укҫана ӗҫченсен шалӑвне ӳстерме, типографи тӑкакӗсемпе коммуналлӑ пулӑшусемшӗн тӳлеме яма палӑртнӑ. Холдинг йышне Муркаш район редакцийӗ те кӗрӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6