Йăлари çÿп-çапа турттарса тухас ĕç «Экологическое благополучие» наци проекчĕ шайĕнче пулса пырать.
Пирĕн округра 633 контейнер площадки йĕркеленĕ, вĕсенче 1564 контейнер вырнаçтарнă. 2026 çулта контейнер площадкисене пăхса тăма 1,7 млн тенкĕ уйăрнă. Кăçал 5719,25 тонна çÿп-çап полигона тиесе тухнă. Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн «Моргаушское» предприятийĕ ытти çÿп-çапа тиесе тухма 17 килĕшÿ тунă. Манар мар, тавралăх тирпейлĕхĕ кашнинчен килет: коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсенчен те, ялта пурăнакансенчен те. Ку ыйтăва тунтикун округ пуçлăхĕ Александр Иванов ирттернĕ канашлура пăхса тухнă.
Ноябрь 2026 |
