«Супер асанне – 2026» – Вероника Петрова

Категория: Общество Опубликовано: 11.11.2026, 11:54 Просмотров: 1

Муркашри Культура ҫуртӗнче «Супер асанне – 2026» конкурс иртнӗ. Сцена ҫине тӑхӑр маттур хӗрарӑм – пурте ӑнӑҫлӑ, хастар тата калама ҫук пултаруллӑ. Вӗсенчен кашниех мӑнукӗсемпе пӗрле килнӗ, хӑйсен историйӗсемпе паллаштарнӑ. Каласа кӑтартнисем пурте юратупа, пурнӑҫ опычӗпе тулнӑ.

Конкурсанткӑсем тӗрлӗ тӗрӗслевре куракансене тӗлӗнтернӗ:

* «Дефиле» – илемлӗхпе стиль.

* «Визит карточки» – хӑй тата ҫемйи ҫинчен каласа пани.

* «Манӑн мӑнуксем – манӑн мӑнаҫлӑх» – чи хакли ҫинчен чуна пырса тивекен историсем.

* «Атьӑр-ха, кинемейсем!» – пултарулӑх конкурсӗ.

* «Супер кучченеҫ» – килти апат-ҫимӗҫ. Жюрипе куракансем ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ:

* «Супер асанне – 2026» титула Вероника Петрова (Йӳҫкасси территори пайӗ) тивӗҫнӗ.

* Куракансен кӑмӑлӗн парни Альбина Смирновӑна (Ҫатракасси территори пайӗ) лекрӗ.

* «Асанне – йӑла-йӗрке управҫи» – Анфиса Наумова (Оринин территори пайӗ).

* «Асанне – питӗ лайӑх кил хуҫи арӑмӗ» – Ольга Григорьева (Катькас территори пайӗ).

* «Хӑйне евӗрлӗ асанне» – Анна Егорова (Мӑн Сӗнтӗр территори пайӗ).

* «Элегантлӑ асанне» – Зоя Чернова (Юнкӑ территори пайӗ).

* «Пултарулӑх асламӑшӗ» – Надежда Яшкова (Ярапайкасси территори пайӗ).

* «Ӑслӑ вӗрентекен» – Елизавета Дмитриева (Ярославка территори пайӗ).

* «Асанне – чи ҫывӑх тус» – Елена Андреева (Шетмӗпуҫ территори пайӗ).

Конкурса хутшӑнакансене Хӗрарӑмсен союзӗн Муркаш округӗн председателӗ Любовь Рыжкова тата депутатсен округри Пухӑвӗн председателӗ Александр Давыдов саламланӑ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6