«Кавказ тăвĕсем çине хăпартăмăр»

Категория: Общество Опубликовано: 19.11.2026, 14:50 Просмотров: 33

Çапла пĕлтерчĕ нумаях пулмасть Нальчик хулинче «Раççей вăйĕ – халăх пĕрлĕхĕнче» наци культурисен фестивалĕнчен таврăннă Людмила Митрофанова хореограф. Мероприятие Раççей Халăх пĕрлĕхĕн çулталăкне халалланă. Унта Муркаш шкулĕнчи «Вдохновение» тĕслĕхри ача-пăча хореографи коллективĕ çитсе килчĕ.

Халĕ сăмах – çак ушкăн ертÿçине Людмила Митрофановăна:

– Эпир хамăрăн ушкăн ачисемпе питĕ чаплă вырăнта пултăмăр, Кавказ тăвĕсем çине çитсе килтĕмĕр. Пирĕнпе пĕрле аслисем те пулчĕç. Çак çул çÿрев пирĕн асăма питех те тарăн кĕрсе вырнаçрĕ. «Вдохновение» коллектив унта хамăрăн республика чысне хÿтĕлеме кайрĕ, чăваш культурипе паллаштарчĕ. Çак фестивалĕн тĕп сцени çинче эпир тăватă чăваш ташши кăтартрăмăр. Куракансем пире хапăл туса йышăнчĕç. Мероприяти питĕ чаплă иртрĕ. Юрий Темирканов ячĕллĕ патшалăх концерт залĕнче Кабардино-Балкари Республикин патшалх влаç органĕн представителĕсем, министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисем, регион духовенстви пухăнчĕ. Паллах – пирĕн пек ачасем, коллективсем, студентсем тата ыттисем. Аслисемпе танах шкул ачисем те хастар пулчĕç. Пирĕн ушкăн малти вырăнсемшĕн тăрăшман çак фестивальте. Унта хутшăнма пире суйлани эпир çĕнтерÿçĕ йышĕнчине пĕлтерет. Фестивале хутшăнакансем – тĕрлĕ номинаци çĕнтерÿçисем. Ытларахăшĕ – тĕслĕхри ушкăн статусĕнче. Эпир те çак статусра. Фестиваль программи Кабардино-Балкари Республикинче пурăнакан тĕрлĕ халăхăн пултарулăх коллективĕсене пухрĕ, ытти республика хăнисем те пулчĕç. Кашни халăх коллективĕ хăйĕн наци илемĕпе, эткерлĕхĕпе савăнтарчĕ. Грозный, Нальчик хулисенче пултăмăр, туллă вырăнсене çитрĕмĕр, шыв сиккисене куртăмăр, Эльбрус çине хăпартăмăр. Пире виçĕ пин метр хăпарма ирĕк пачĕç. В. Вороков ячĕллĕ Культура фончĕн наципе культура центрĕ хатĕрленĕ курав экспозицийĕ вара пурне те кăсăклантарчĕ. Унта пĕлмелли, курмалли питĕ нумай пулчĕ. Эпир армянсен, азербайджансен, чăвашсен, украинецсен, вырăссен, кабардинецсен, балкарсен, осетинецсен, белоруссен, эстонецсен тата ытти халăхсен тумĕсене, йăлара усă куракан япалисене куртăмăр. Фестиваль тĕрлĕ халăх культура йăли-йĕркипе, нацисем хушшинчи хутшăнăва çирĕплетессипе паллашмалли площадка пулса тăчĕ. Программăна çавăн пекех наци кухнинчи апат-çимĕç, ал ĕçĕ те кĕчĕ. Кавказ апат-çимĕçне те тутанса пăхрăмăр. Пирĕн ачасем «Эльбрус» ушкăнпа паллашрĕç, тус-юлташ тупрĕç, пĕр-пĕрин опычĕ те вĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Çакăн пек мероприятисене тухса çÿрени питĕ лайăх. Çул çÿрев тавракурăма аталантарать, ачасене хăюллăрах пулма пулăшать. Пирĕн ушкăна вăрăм çула тухма коллективри ачасен ашшĕ-амăшĕ пулăшрĕ. Ачасене çавăн пек хастар пулнăшăн, ашшĕ-амăшне пире пулăшнăшăн тав тăватăп.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6