Хаклă техникăна упрама пĕлмелле

Категория: Общество Опубликовано: 19.11.2026, 15:12 Просмотров: 37

Уй-хирте кĕрхи ĕç шавĕ лăпланнă тата Михаил архангел кунĕ çывхарнă май малашлăхпа пурăнакан хресчен паян тăрăшсах хĕле хатĕрленет. Çав тĕллевпе вăл иртнĕ кунсенче вите-сарайсенче ăшă тытрĕ ĕнтĕ, выльăха хĕл тапхăрне куçарчĕ, вĕсем валли апат ытлă-çитлĕ янтăларĕ, кĕрхи культурăсене çителĕклĕ акса хăварчĕ, кирлĕ чухлĕ çĕртме сухи пурнăçларĕ, хăйне ĕçре тăтăшах пулăшакан техникăна хĕл управне вырнаçтарчĕ т. ыт. те. Çапла вара паян нумай çĕрте кĕрхи шăплăх хуçаланать.

Хресчен ĕçне контрольлесе тăракан органсем паян çĕр ĕçченĕ хĕле епле хатĕрленнипе паллашаççĕ. Çапла ăнлантарчĕ пирĕн округри хăйĕн ĕçлĕ çул çÿревне пуçланă май Патшалăх техника надзорĕн Чăваш Республикинчи инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев. Вăл ертсе пыракан ĕç ушкăнĕ чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче пирĕн округри 5 ял хуçалăх производство кооперативĕнче пулчĕ, уй-хирте ĕçлеттернĕ техникăна ГОСТпа килĕшÿллĕн хĕллехи управа вырнаçтарнипе паллашрĕ. Каласа хăвармалла, кунта муркашсен пит хĕретмелли пулмарĕ. Ял хуçалăхĕнчи ÿсĕмлĕ ĕçре паян техника тĕп пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та унпа тухăçлă усă курасси, ăна технологие пăхăнса упрасси тата хаклă техникăн ĕмĕрне тăсасси – хресченшĕн тĕп ыйтусенчен пĕри. Владимир Павловичпа пĕрле Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Иванов, патшалăх техника надзор инспекцийĕн вырăнти инспекторĕ Сергей Николаев хамăр тăрăхри пĕрлешÿллĕ кооперативсем çуркуннерен хура кĕрччен уй-хирте тăрăшнă техникăна хĕллехи управа лартассипе епле ĕçленипе паллашма вырăнсене тухрĕç. Каламалла, ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ техникăна тирпейлĕ упрассипе çанă тавăрса ĕçленисем кăçал алă тупанĕ çинчи пекех куç умне пулчĕç. Çĕр ĕçĕнче паян техника пĕлтерĕшĕ тĕп вырăнта пулнăран ăна упрасси, перекетлĕ те тухăçлă усă курса хаклă техникăн ĕмĕрне тăсасси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Çакна хак пама тĕрĕслев ушкăнĕ тĕрлĕ ял хуçалăх предприятийĕсене çитрĕ. Вĕсем: «Герой», «Свобода», Е. Андреев яч. хис., Чкалов яч. хис. тата Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕсем. «Асăннă хуçалăхсенче пулса паян муниципалитет округĕ малашлăхпа пурăннине хак парăпăр. Пĕрисем ĕçлеççĕ пулсан ыттисен те алă усса лармалла мар – муниципалитет округĕ вăл пĕр çемье», – терĕ Владимир Димитриев. Управа лартнă техникăн тĕрĕслевĕ «Герой» хуçалăхран пуçланчĕ. Кооператив ертÿçи Ростислав Тимофеев кĕрхи ĕçсене епле вĕçлени тата тухăç мĕнле пулни, механизаторсен тăрăшулăхĕпе вĕсен умри тĕллевĕсем çинчен каласа пачĕ.

– Пĕрлехи тăрăшулăх тырă-пулăна гектар пуçне вăтамран 30 центнер ытла, кукурузăна 330 центнера яхăн пухса кĕртме май пачĕ. Хуçалăхри механизаторсемпе калаçса татăлса кĕрхи уй-хир ĕçне хутшăннă техникăна управа лартассипе те алă усмарăмăр. Çак ĕçе тивĕçлĕ туса ирттерни çур акине тĕплĕнрех хатĕрленме пулăшать, – терĕ вăл. «Свобода» хуçалăхра уй-хирте ĕçленĕ комбайнсемпе уйрăм агрегатсем пĕтĕмпех ангарта ларни кунта техника малашлăхĕ пирки çиччĕ виçсе пăхнине çирĕплетрĕ. Тулта ларакан техникăна та юр-çумăртан тĕплĕ пытарнă. «Шурăшăнасем» курăнма пуçличчен техникăна управа лартса пĕтерессипе механизаторсемпе пĕрле пулса тăрăшсах ĕçлерĕмĕр», – терĕ хуçалăх ертÿçи Леонид Петров. Ыттисенни пекех Е. Андреев яч. хис. Тата Чкалов яч. хис. кооперативсенче те хĕле хатĕрленессине юлашки куна хăварман. Ку хуçалăхсенче ĕç çине хуçалла пăхни куç умне пулчĕ. Хуçалăх ертÿçисем Виталий Семеновпа Индира Иванова хуçалăхри механизаторсемпе юсавçăсем малашлăха пăхса вăй хунине палăртрĕç. Кăна ырламалла çеç. Ĕçлĕ çул çÿрев Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕнче вĕçленчĕ. Кунта техникăна управа лартасси пĕрлехи ĕç пулни пирки тĕрĕслевçĕсене хуçалăхăн тĕп инженерĕ Иван Васильев ăнлантарса пачĕ. Хуçалăхра уй-хирте ĕçленĕ пĕтĕм техникăна ГОСТпа килĕшÿллĕн управа вырнаçтарнă.

– Уй-хирте ĕçленĕ техникăна упрасси çине тимлĕ пăхакан хуçалăхсем паян ыранхи кунпа ĕçлеççĕ тесе çирĕплететĕп. Муркаш округĕнчи хуçалăхсем ку ыйтупа çулленех ыттисемшĕн ырă тĕслĕхре. Техникăна тирпейлĕ управа лартни çурхи ĕçсен пахалăхĕ çине ырă витĕм кÿрет, – палăртрĕ Суворов яч. хис. хуçалăхри управра ларакан техника умĕпе иртнĕ май В. Димитриев. Асăннă хуçалăх юлашки çулсенче уй-хир ĕçне çĕнĕ техника явăçтарассипе те, тухăç илессипе те, производствăна аталантарассипе те çирĕппĕн аталанать, ыттисемшĕн тĕслĕхре тăрать. Ĕçсене вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлама хуçалăх вырăнти машинăпа трактор паркне çĕнетсех пырать. Кунта техникăна упрасси те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине хуçалăхра пурте ăнланаççĕ. Ку çулпа малалла ĕçлеме хуçалăх ертÿçипе инженери службин тĕллевĕсем пысăк.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6