Эрех никама та ыр тумасть

Категория: Общество Опубликовано: 14.11.2026, 13:05 Просмотров: 4

Çут çанталăк саккунĕпе килĕшÿллĕн кашни хĕрарăм, эрех ĕçсе хăй йăнăшнине пăхмасăрах, хитре пулма тăрăшать. Çыннăн чăн илемĕ вăл – шал енĕпе тулашĕ гармониллĕ çыхăнса тăни, пуян чунлă тата тулаш илемĕллĕ пулни, хăйне шанчăклă туйни, ыттисем умĕнче тыткалама тата вĕсемпе калаçма пĕлни.

Хĕрарăм эрехпе туслашни, унăн пуç мимине шĕветнипе пĕрлех, кĕлеткине те пĕтерет, илемсĕрлетет, сывă ача çуратасси çине иккĕленÿллĕ витĕм кÿрет. Хĕрарăм эрех ĕçесси арçынсеннинчен йывăртарах иртет, çухатусем те ытларах пулаççĕ. Алкоголизм хĕрарăм кĕлеткине, сывлăхне, вăл сывă ача çуратассине пысăк сăтăр тăвать. Хамăр пациентсен чир историйĕпе паллашнă чухне вĕсен ÿсĕмĕ тĕлĕшпе йăнăшнă тесе калама та май пур: пичĕсем шыçăнчăклă, çÿçĕсем тĕссĕр, шăлĕсем ÿкнĕ... Вĕсем аслă ÿсĕмри çынсен чирĕсемпе юлташланса тăраççĕ: ÿпке-чĕре чирĕсем вара малта тăраççĕ, астăвăмĕ уксахлать, тимлĕхĕ çук, шухăшлавĕ вырăнлă мар т. ыт. те. Хĕрарăмсен, арăмĕсен тата амăшĕсен пĕлтерĕшĕ пурнăçра пысăк та яваплă вырăнта. Вĕсем хăйсен ачисен пуласлăхĕшĕн, пурнăç малашлăхĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ. Çакна каласа хăвармалла, пĕрре эрех ĕçни те арлăх клетки çине пысăк витĕмлĕ сиен кÿме пултарать. Пулас амăшĕ пĕр черкке хĕрлĕ эрех ĕçни те 10 – 15 минутран пулас ачан юн системине алкоголь çитерет. Ача çуратма хатĕрленекен амăшĕ тăтăш эрех ĕçни хырăмри пепкене алкогольпе туслаштарать, унра алкоголь синдромне йĕркелет. Ачасене кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсем кăкăрта сĕт виçи хушăнать тесе сăра ĕçни тĕл пулать. Ку вăл – суя пулăм. Ĕçнĕ алкоголь кăкăр сĕчĕ урлă тÿрех ача патне çитет, унăн ăс-тăн тата кĕлетке аталанăвĕ çине витĕм кÿрет. Амăшĕсем час-часах эрех ĕçнине курса ÿсекен ачасен те вăхăт иртнĕ май алкоголь программи йĕркеленет. Ачасем эрех ĕçни уйрăмах пысăк хăрушлăхпа çыхăннине пытарма çук. Кун пек чухне ачан тĕп нерв системи аманма пултарать. Ку вăл каялла тавăрмалла мар инкексем патне çитерет: ачасен ÿсĕмĕ тата аталанăвĕ чакаççĕ, психика ĕçĕ-хĕлĕ пăсăлать, ачан шалти органĕсем сиенленеççĕ. Ачалла эрехпе туслашаканăн ÿснĕçемĕн алкоголизм чирĕ аталанас хăрушлăхĕ пысăк. Сывă пурнăç йĕрки тытса пыракан çемьере ачасем те эрех-сăраран сивĕнсе ÿсни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

А. АНДРЕЕВА, психиатр-нарколог;

О. ЧУГУНОВА, медицина психологĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6