Шухăш

Категория: Общество Опубликовано: 14.11.2026, 12:44 Просмотров: 5

Александр Иванов ,

Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ:

– Эпир ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пĕрремĕш кунранах пулăшма пуçларăмăр. Пирĕн хĕрарăмсем ентешсем валли толстовкăсемпе балаклавăсем çĕлеме тытăннине халĕ те астăватăп. Мăн Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакансем 2023 çулта республикăра пĕрремĕш маскировка сеткисем çыхма пуçларĕç. Чăннипех те салтаксене пулăшас юхăма пĕтĕм халăх хутшăнма пуçларĕ. Паян Муркаш округĕнчи 18 ялта 300 ытла активист маскировка сетки хатĕрлеме хутшăнать. Икĕ ялта вĕсене валли никĕсне çыхаççĕ. Пĕтĕмпе 16 территори пайĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшмалли 27 пункт ĕçлет. Вĕсенче 374 волонтер тăрăшать. Пуçаруллă çынсене «Моргаушцы – ZА Победу» волонтер ушкăнĕ пĕрлештерсе тăрать. Ăна Наталия Ивановăпа Андрей Троицкий ертсе пыраççĕ. «Моргаушцы – ZА Победу» волонтер ушкăнĕ салтаксемпе тачă çыхăнса ĕçлет. 2024 çулта фронта 31 хутчен пулăшу ăсатнă, 2025 çулта – 54 хутчен, 2026 çулта хальлĕхе 70 хут пулăшу панă. Эпĕ çак ĕçе хутшăнакан кашни çынна тав тăватăп.

Наталия Иванова ,

«Моргаушцы – ZА Победу» волонтер ушкăнĕн ертÿçи:

– Эпир ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем патне ку таранччен 6000 маскировка сетки ăсатрăмăр. Тата 260 сетка çыхма спанбонд, унăн никĕсне туянса хутăмăр. Шурă тĕслĕ спанбонд та хатĕрлерĕмĕр. Октябрь çурринченех салтаксем ыйтнипе хĕллехи сеткăсем ăсатма тытăнтăмăр. Муркаш тăрăхĕнче 18 ялта сетка çыхаççĕ. Вунсаккăрмĕшне анчахрах Москакасси ялĕнче йĕркелерĕмĕр. Чуманкассисем пирки калас пулсан, сетка çыхас ĕçе вĕсем малтисен йышĕнче пуçларĕç. Уйрăм çулсенче çу кунĕсенче те ĕçлерĕç. Вĕсен йышĕ пысăк мар, анчах вĕсем питĕ хастар, ăсталăхĕ пысăк. Нина Маркова питĕ активлă çын, çемйипе окоп çуртисем те хатĕрлеççĕ вĕсем. Ку ушкăн пуринчен малтан минтерсем хатĕрлеме пуçларĕ. Кайран çак ĕçе ыттисем кÿлĕнчĕç. Чуманкассисем салтаксемшĕн хăйсен ывăлĕсемшĕн тăрăшнă пек тăрăшаççĕ. Тавах вĕсене!

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6