Хĕл сиввиччен те инçе юлмасть

Категория: Общество Опубликовано: 14.11.2026, 13:02 Просмотров: 4

Малтанхи юр çунă тата кун кĕскелнĕ май хĕл сивви те катара мар ĕнтĕ. Çак вăхăт пуринчен те пысăк тимлĕх ыйтать. Çынсем хĕл сиввинчен сыхланассине малти вырăна кăларса вутă-шанкă, çĕр кăмрăкĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлеме тăрăшаççĕ, газ кăмакисем тĕлĕшпе тимлĕхе ÿстереççĕ. Сивĕ вăхăтра пурăнмалли пÿртре е мунчара вутă хутнă, электричествăпа усă курнă чухне тимлĕхе çÿллĕ шайра тытмалли те кашниншĕнех пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.

Ирĕке кайнă вут-кăвартан кĕске хушăрах нимĕн те юлмасть тенинче «хĕрлĕ автан» хăрушлăхĕ яр уççăн курăнать. Çынсем самантлăх тимлĕхе çухатнипе, пушар хăрушсăрлăх правилисене çителĕклĕ пăхăнманнипе е вĕсене пăснипе ăруран ăрăва пухнă пурлăх самантрах кĕлленни – кирек камшăн та чăтма çук йывăр хуйхă. Çакна ăнланакансен сыхланăвĕ те ялан çÿллĕ шайра пулмалла. Анчах муниципалитет округĕнче тухакан пушарсен сăлтавĕсене тишкерсен, çынсем асăрханулăха малти вырăна хуни курăнсах каймасть. Раççейри «Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен» саккун тата ытти нормативлă актсем ыйтнипе муниципалитет округĕн территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе лару-тăрăва малалла çирĕплетессине эпир самантлăха та кун йĕркинчен кăлармастпăр. Пирĕн паянхи калаçу та – округри экономика объекчĕсемпе уйрăм граждансен пурăнмалли çурт-йĕрне 2026 – 2027 çулсенчи кĕрхи-хĕллехи тапхăрта вут-кăвартан хÿтĕлесси çинчен. Кунта кая юлмасăр татса памалли ыйтусем те çук мар-ха. Вĕсене пурнăçлассинче округри ялсенче пурăнакан кашни çыннăн тÿпи пуррине палăртатăп. Вăхăт уттипе тан пырса сисмесĕрех 2026 çулăн 10 уйăхĕ хыçа юлчĕ. Халĕ çак вăхăтра округ территорийĕнчи ялсенче тухнă пушарсене пĕтĕмлетме те пулать. Тĕрлĕрен асăрханусăрлăха пула Муркаш енре пĕлтĕр ноябрĕн 9-мĕшĕ тĕлне 36 пушар алхаснăччĕ пулсан, кăçал эпир çак хушăра 43 инкеке регистрацилерĕмĕр. Çулăмра 13,5 миллион ытла тенкĕлĕх пурлăх кĕлленнипе пĕрлех пĕр çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ, тепĕр çын пиçсе кайнипе больницăна лекрĕ. Пĕлтĕр çак вăхăтра пушарта çын пурнăçĕ татăлни пĕр тĕслĕх пулнăччĕ пулсан, пиçсе кайнипе больницăна лекекен пулман. Çак пĕтĕмлетÿре ирĕке кайнă «хĕрлĕ автан» хăрушлăхĕ кашни çынна туллин курăнать тесе шутлатăп. Апла пулсан вут-çулăма ирĕке ярасран сыхланасси пуриншĕн те пĕрлехи тĕллевре пулмалла. Вăрттăнлăх мар, пушар хăрушсăрлăх правилисене çын куççулĕпе çырнă, анчах пирĕн хушăмăрта çав-çавах вĕсене пăхăнассине иккĕмĕш вырăна хăваракансем пур-ха. Кайран вара чавса çывăх та çыртма çук. Умра – черетлĕ хĕл кунĕсем. Сивĕ тапхăр çитнĕ май ялсенче пурăнмалли çурт-йĕре ăшăтма кăмакасемпе усă курасси, мунча хутасси ÿсет. Çавăнпа та çак вăхăтра килти хушма хуçалăхра кăмакапа усă куракансен вĕсен тата мăрьесен юсавлăхне тепĕр хут тĕрĕслесе тухмалла. Çак асăрхаттару ахальтен мар, мĕншĕн тесен пушарсен пысăк пайĕ шăпах юсавсăр кăмакасемпе, мăрьесемпе çыхăннă. Пушар хăрушсăрлăхĕн çирĕплетнĕ правилисемпе килĕшÿллĕн çулленех экономика объекчĕсене, энергетика системисене, пурăнмалли çурт-йĕре кĕркуннехи тата хĕллехи тапхăрта вут-кăвартан хÿтĕлемелли мерăсемпе тивĕçтернине тĕрĕслеме хамăр округри хуçалăхсенче, ялсенче пысăк ĕçсем туса ирттеретпĕр. Кунта чи малтанах пушар профилактики тĕп вырăна тухать. Пушар тухаслăхпа тата вăл кÿрекен тăкакпа лару-тăру яланах çивĕч пулнăран кĕрхи-хĕллехи тапхăрта кил хуçисен хăйсен харпăрлăхĕнчи пурлăха вут-кăвартан хÿтĕлесси пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пулнине ăнланмалла. Пушар хăрушлăхĕллĕ пысăк тапхăр – çу кунĕсем – хыçа юлчĕç. Анчах çапла пĕтĕмлетни пушар тухаслăх лару-тăрăвĕ çине çиелтен пăхни çеç пулать. Пушарсем тухнине тăтăшах тишкерсе пыни çакна кăтартать: кĕркуннехи тата хĕллехи тапхăр çитнĕ май пурăнмалли пÿрт-çуртсене ăшăтмалли тĕрлĕ приборсемпе, агрегатсемпе усă курса кăмакасем хутса ăшăтма пуçланăран вĕсемпе асăрханусăр пулнăран пушар тухасси темиçе хут ÿсет. Сивĕ тапхăр çитнĕ май çынсем кил-çуртсене çут çанталăк газĕпе, вутăпа, çĕр кăмрăкĕпе хутса ăшăтма пуçларĕç. Çак вăхăтра ял çыннисен кăмакасем çине нихăçанхинчен тимлĕрех пăхмалла, электрохуçалăха, ăшă паракан установкăсене шартлама сивĕсем çитиччен тĕплĕ пăхса тухса хакламалла, вырăнсене пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсемпе комплектламалла, территори пайĕсен хĕл сиввисенче пушар машинисем шыв илме пултарассине, юхан шывсемпе пĕвесем патне чăрмавсăр пырассине пăхса хăвармалла. Территори пайĕсенче вырăнти активпа ялсенчи ăнăçлă мар, нумай ачаллă çемьесене, эрех-сăрапа туслă çынсене, пĕччен пурăнакан ватăсемпе инвалидсене шута илмелле. Вырăнсенчи пушар хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă çынсен шăпах çавсен кил-çурчĕсенче пушар хăрушсăрлăх правилисене епле пăхăннине тĕрĕслесе тухмалла. Астăвăр! Ирĕке кайнă вут-çулăм пуриншĕн те пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе ытти харпăрлăх формиллĕ ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсен тытăмĕнчи ведомствăлла пушар хуралĕсене яланах çула тухма хатĕр тытни те инкексене вăхăтра çăварлăхлас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпе çил-тăманлă хĕл кунĕсенче ялсенче çулсене тасатса тăрассипе дежурствăсем йĕркелени те ытлашши пулас çук. Вут хутакансемпе газ котельнăйĕсен операторĕсен çумра пушар хăрушсăрлăхне вĕрентнĕ квалификаци удостоверенийĕсем пулмалла. Хальлĕхе шартлама сивĕсем курăнсах каймаççĕ-ха, анчах черетлĕ хĕл тапхăрне кĕнине йышăнмах тивет. Ăна эпир пурсăмăр та пĕр çын пек ăнланса илсен çеç сивĕ хĕл кунĕсем хăрушă кăвайт умĕнче иртмĕç тесе шутлатăп. Çапла пултăр тесен кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăх правилисене пурин те çирĕп пăхăнмалла.

Иван ИВАНОВ, патшалăх пушар надзорĕн Муркаш муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыраканĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6