2027 ҫул – Наукӑпа технологисен ҫулталӑкӗ

Категория: Общество Опубликовано: 14.11.2026, 12:26 Просмотров: 7

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 2027 ҫул Наукӑпа технологисен ҫулталӑкӗ пуласси ҫинчен калакан Указа алӑ пуснӑ. Кун пирки вӑл соцсетьсенче пӗлтернӗ.

– «Чӑваш Ен онлайнри» сасӑсен ҫуррине яхӑнӗ шӑпах наукӑшӑн. Шӑпах вӑл пирӗн аталанӑвӑн тӗп векторӗ пулса тӑрӗ. Эпир хамӑрӑн инженерсен шкулӗпе тивӗҫлипе мухтанатпӑр. Вӑл – Чӑваш Ене промышленноҫ ӳсӗмӗпе малта пыма май паракан никӗс. Халӗ пирӗн тӗллев – наукӑна экономикӑн тӗп двигателӗ тӑвасси. Ҫитес ҫулхи тӗп пулӑмсенчен пӗри – аслӑ шкулсем хушшинчи тӗнче шайӗнчи кампуса тӑвас проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑнасси. Раҫҫей Правительствине пирӗн заявкӑна ырланӑшӑн тав тӑватӑп. Пирӗн предприятисене, наука центрӗсене, аслӑ шкулсемпе муниципалитетсене ҫак ӗҫе хастар хутшӑнма чӗнетӗп. Ку пӗрлехи ӗҫ пулмалла, – палӑртнӑ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6