Фронта пулăшнăшăн тав турĕç

Категория: Общество Опубликовано: 19.11.2026, 14:44 Просмотров: 29

Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариатĕнче фронта пулăшакан предпринимательсене чысларĕç. Муркаш округ администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Иванов тата Алексей Богачков çар комиссарĕ Алексей Любимова тата Валерий Иванова «За помощь фронту» медаль, батальон командирĕн Тав çырăвне парса тав турĕç.

– Патшалăх пулăшу уйăрнине пăхмасăр эсир сал- таксене пулăшса тăратăр, гуманитари пулăшăвне пухассине йĕркелетĕр, вĕсене пирĕн салтаксем патне вырăна çитерсе паратăр. Эсир – патриотсем, сирĕнпе хăпартланатăп, – терĕ çар комиссарĕ. Александр Иванов палăртнă тăрăх, округра пурăнакансем мобилизаци пуçланнăранпах фронта пулăшса тăраççĕ. Предпринимательсем пĕрлехи çĕнтерĕве тÿпе хываççĕ. «Тавах сире пирĕн салтаксене пулăшнăшăн», – терĕ вăл ăнăçу сунса. Çар комиссарĕ палăртнă тăрăх, вăл хăй 2022 – 2023 çулсенче ятарлă çар операцине хутшăннă вăхăтра пĕрре кăна мар тылран пулăшу илнĕ. Фронтра тыл пулăшăвĕ кирлине вăл лайăх пĕлет. Алексей Богачков предпринимательсене тав турĕ, хăйсен ĕçĕсенче ăнăçу сунчĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6