Çулталăкри наставник

Категория: Общество Опубликовано: 19.11.2026, 14:33 Просмотров: 30

Республикăра «Премии Первых» активисчĕсене 2-мĕш хут чысларĕç. Шупашкарта «Движение Первых» партнерĕсем, шкул ачисем, ашшĕ-амăшĕсем, студентсем, наставниксем пухăнчĕç. Финалта тĕрлĕ номинацире палăрнисене чысларĕç. Çак ĕçе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ, хастар ачасемпе тĕл пулчĕ, интерактивлă площадкăсемпе паллашрĕ, çамрăксен пуçарулăхĕ республика аталанăвĕнче пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Шурча шкулĕн директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕ Наталия Борзаева «Наставник года» номинацире çĕнтерчĕ. «Пур наставника та тав тăватăп. Эсир çамрăк ăрăва шанни ачасене тĕревпе пулăшăва туйма, аталану çулне тупма май парать», – терĕ республикăри Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Наталья Николаева.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6