Тавралăх тирпейлĕхĕ хамăртан килет

Категория: Общество Опубликовано: 19.11.2026, 14:57 Просмотров: 33

Пĕтĕм Раççейри «Симĕс патруль» обществăлла организацин 2026 çулхи çуркуннепе çуллахи мониторингĕ тăрăх, Чăваш Республики çĕршыври экологи тĕлĕшĕнчен чи ăнăçлă субъектсем хушшинче малти 6-мĕш вырăнта тăрать. Рейтинг регион влаçĕ çынсен пурнăç пахалăхне ÿстерессинчи ĕç эффективлăхĕн тĕп индикаторĕ шутланать. Кунта сывлăшпа шыв ресурсĕсен лару-тăрăвне, çÿп-çап пухса тирпейлессине, тавралăха симĕслетессине тата ыттине шута илеççĕ. Экспертсем çавăн пекех влаç органĕпе общественноç экологи ыйтăвне татса парассине хутшăннине те пăхнă.

Çут çанталăк тĕлĕшĕнчи ĕçе тивĕçлĕ шайра тытса пыма «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕн комплекслă системи пулăшса пырать. Тĕп кăтарту шутĕнче – вăрмансене çĕнетни, саккуна пăсса вăрман касакансене чакарни, вăрман пысăк калăпăшпа çунни сахаланни. Йăлари çÿпĕ-çапăна пухса тирпейлессипе те республикăра ĕçсем япăх мар пыраççĕ. Иртнĕ çул Канаш округĕнче çÿп-çап сортламалли комплекс хута янă. Кун пек комплекссене çулталăк вĕçлениччен Муркаш тата Патăрьел округĕсенче туса пĕтерме палăртнă. Çакă 2029 çул тĕлне çÿп-çап сортлассине 100 процента çитерме май памалла. «Симĕс патруль» эксперчĕсем çавăн пекех Чăваш Енти тепĕр кăтартăва палăртаççĕ. Юлашки çулсенче тискер чĕр чунĕсен йышĕ ÿссе пырать, пăшипе, хир качаки нумайланнă. Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕпе экологи министрĕ Эмир Бедертдинов ведомствăн официаллă сайтĕнче çапла пĕлтернĕ: «Пирĕн задача – йышăннă позицие татах та лайăхлатасси, граждансене таса тавралăхра пурăнма майсем туса парасси. Пысăк ĕç кăтартăвĕ – малалла каймалли стимул». Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Министрсен Кабинчĕн ертÿçи Сергей Артамонов тунтикун ирттернĕ канашлура муниципалитетсенче çÿп-çап пухса тирпейлес тата контейнерсене тытса тăрас ыйтусене пăхса тухнă. Çут çанталăк ресурсĕпе экологи министрĕ Эмир Бедертдинов пĕлтернĕ тăрăх, ку енĕпе республикăра «Ситиматик Чувашия» регион операторĕ ĕçлет. Контейнерсене пухнă çÿп-çапа ятарлă 12 организаци турттарса тухать. Турттарса тухасси санитари нормипе килĕшсе тăрать. Хăш-пĕр ялта йывăрлăхсем пурха. Контейнерсене мĕншĕн тата мĕн хума лартнине ăнланса çитереймен çынсем тĕл пулаççĕ. Контейнерсене строитетельство хыççăн юлнă тасамарлăха, автомашина шинисене, курăк, турат таврашĕсене тултараççĕ. Çакăн пеккине турттарса тухасси вара пачах та регион операторĕн тивĕçĕ мар. Ăна валли муниципалитетсем ятарлă килĕшÿсем тăваççĕ. Эмир Бедертдинов ТКО шутне кĕмен тасамарлăха турттарса тухассипе 23 муниципалитетран 12-шĕ кăна килĕшÿ тунине пĕлтернĕ.

Тепĕр ыйту вăл – хăш-пĕр предприятисемпе суту-илÿ точкисем хăйсем валли контейнер лартманни. Иртнĕ хĕл вара пурне те самай тĕрĕслерĕ. Юр тăтăш çуса тăни ку тĕлĕшри логистикăна самай йывăрлатрĕ, хăш-пĕр ялпа урама кĕрсе тухма та йывăр пулчĕ. Чăваш Ен Çут çанталăк министерствин тĕрĕслевĕ тăрăх ТКО турттарса тухас срока пăхăнман 695 тĕслĕхе тупса палăртнă. Сергей Артамонов хулапа округ пуçлăхĕсене ĕçе çивĕчлетме хушнă, çулсене хĕлле пăхса тăрассин килĕшĕвне ТКО контейнерĕсем патне пымалли çула та тасатассине кĕртме задача лартнă. Çак килĕшÿсене декабрĕн 1-мĕшĕччен çырмалла. Çавăн пекех канашлура йывăр лару-тăруллă объектсене мобильлĕ видеокамерăсем лартма хушнă. Çакă ТКО йĕркине пăсакансем тĕлĕшпе административлă мера йышăнма май парать. Ку ыйтупа профильлĕ министерствăсене ĕçлеме хушнă. Предприяти-организацисем хăйсене ята контейнерсем лартсан уйрăм çынсем валли çÿп-çап пăрахма вырăн ытларах пулать. Муркаш округ администрацийĕ асăрхаттарать.

Контейнерсене çаксене пăрахма юрать:

Йăлари çÿп-çап:

– Çимĕç юлашки, пăсăлнă çимĕç;

– пластик, кантăк, тимĕр савăт, хутаç;

– хут, картон, хаçат-журнал;

– кивĕ тум, атă-пушмак, текстиль;

– полиэтилен контейнерсем;

– гигиена хатĕрĕ, упаковкăри хими хутăшĕ;

– ача-пăчана вылямалли тетте, чашăк.

Пысăк калăпăшлă кирлĕ мар япала (КГО):

– Кивĕ сĕтел-пукан, диван;

– йăлари техника: телевизор, холодильник, кĕпе çумалли машина;

– юсав хыççăн юлакан тасамарлăх: обой, плинтус, алăк, чÿрече рами;

– сантехника: раковина, унитаз.

Пысăк калăпăшлă япаласене контейнерсемпе юнашар е ятарлă отсексене вырнаçтармалла. Вĕсене уйрăм графикпа илсе тухаççĕ.

Çÿп-çап контейнерĕсене çаксене пăрахма юрамасть:

Строительство хыççăн юлнă тасамарлăха:

– Ваннă кирпĕч, бетон, цемент;

– стенана пăснин юлашкине, çивитти сÿтни;

– гипсокартон, арматура, çивитти виткĕчĕ;

– хăйăр, тăм, тăпра;)

сен-тăран:

– Каснă йывăç, турат, тунката;

– çулçă, курăк туни, курăк.

Хăрушлăх кăларса тăратакан çÿп-çап:

– Ртуть лампи, термометр;

– аккумулятор, батарейка;

– автопокрышка;

– масло, кислота, щелочь;

– медицинăри çÿп-çап, эмел;

– тислĕк, каяш.

Контейнера пăрахма юраман ытти япала:

– Хăвăрт хыпса илекен шĕвек япала;

– юр, пăр;

– шыв.

Çакна асра тытăр. Строитель-ство хыççăн юлнă тасамарлăха, ÿсен-тăрана тата хăрушлăх кăларса тăратакан каяша харпăр хăй тĕллĕн илсе тухса ятарлă пункта çитерсе памалла. Çÿп-çап пухас енĕпе йĕркене пăсакансене штраф кĕтет.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6