Чӑваш Республикинчи нумай ачаллӑ ҫемьесенчи 11 пин ытла ача шкул тата спорт форми валли тӳлев илнӗ.
Сахал тупӑшлӑ нумай ачаллӑ ҫемьесем валли 2024 ҫултанпа вӗренӳ занятийӗсене ҫӳреме тумтирпе, ҫавӑн пекех спорт формипе тивӗҫтерме пӗр хутчен паракан тӳлеве палӑртнӑ. Октябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне 5752 ҫемьери 11023 ачана пӗтӗмпе 167,2 млн тенкӗ тӳленӗ. Тӳлев виҫи кашни ача пуҫне 15168 тенкӗпе танлашать. Республика бюджетӗнче пулӑшу мерине пурнӑҫа кӗртме 175,1 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Тӳлев уйӑрма ыйтса заявление Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ е МФЦра августӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа октябрӗн 31 -мӗшӗччен пама пулать.
Октябрь 2026 |
