Тимӗр укҫа улӑштараҫҫӗ

Категория: Общество Опубликовано: 29.10.2026, 09:52 Просмотров: 4

Республикӑра пурӑнакансем тимӗр укҫана хут укҫапа улӑштарма пултараҫҫӗ.

Раҫҫей Банкӗн кӗрхи «Укҫа эрни» акци пуҫланнӑ, вӑл ноябрь уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пырӗ. Тимӗр укҫана купюрӑсемпе улӑштарма е счет ҫине куҫарма Перекет банкӗн, РСХБ, ВТБ, ГПБ тата ытти чылай банк уйрӑмӗсенче май пур. «Магнит» тата «Пятерочка» лавккасенче, ҫавӑн пекех Чӑвашпотребсоюзӑн хӑш- пӗр точкинче пулать. Ҫапла пӗлтерчӗҫ Чӑваш Республикин Финанс министерствинче. Акци вак укҫана копилкӑсенчен ҫаврӑнӑша кӑларать. Ҫуркунне республикӑра пурӑнакансем 226 пин ытла тимӗр укҫана 1,1 млн тенкӗлӗх панӑ. 2025 ҫулхи икӗ акцире 680 пин ытла тимӗр укҫа 2,7 млн тенкӗлӗх пухнӑ. Вак укҫан пӗтӗмӗшле йывӑрӑшӗ 3 тоннӑна яхӑн пулнӑ. Программа темиҫе ҫул-йӗре ҫавӑрса илет. Вӗсенчен пӗри – агропромышленноҫ комплексӗнче, социаллӑ сферӑра е ветеринарире тӑрӑшакан ял ҫыннисен пурӑнмалли условийӗсене лайӑхлатасси. Ҫак тӗллевпе кӑҫал 12 млн тенкӗ ытла пӑхса хӑварнӑ. Укҫа-тенкӗпе пӗтӗмпех усӑ курнӑ: ялти вунпӗр ҫемье ҫурт-йӗр тума е туянма свидетельство илнӗ. Ялсене тирпей-илем кӗртме 18 млн тенке яхӑн уйӑрнӑ. Пурнӑҫланакан сакӑр проектран тӑваттӑшне вӗҫленӗ. Кӑҫалхи декабрь уйӑхӗччен пур проекта та вӑя кӗртмелле. Асӑннӑ программӑн тепӗр ҫул-йӗрӗ – Етӗрне хулин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн вӑрах вӑхӑтлӑх планӗ. Проект федераци шайӗнче малтанхи суйлав витӗр тухса субсиди илекенсен йышне кӗнӗ. Проектсене пурнӑҫа кӗртме федераци бюджетӗнчен 313,1 млн тенкӗ явӑҫтарнӑ, ӑна пурнӑҫлама пурӗ 316 млн тенкӗ ытла пӑхса хунӑ. Унсӑр пуҫне правительство планеркинче«НИМЕ – Халӑх бюджечӗ» программӑпа пуҫарулӑх проекчӗсене мӗнле пурнӑҫланине сӳтсе явнӑ. Кӑҫал ял территорийӗсенче 1553-рен 1306 пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртнӗ. Республикӑри муниципалитетсем хушшинче Куславкка округӗ проектсене пурне те пурнӑҫланӑ. 90 процент ытла – Шӑмӑршӑ, Пӑрачкав, Йӗпреҫ тата Красноармейски муниципалитет округӗсенче. Чи япӑх кӑтарту – Сӗнтӗрвӑрри округӗн: кӑтарту 27,9 процент ҫеҫ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫак муниципалитет ӗҫне хытӑ критикленӗ, туса пыракан ӗҫ пирки тулли информаци пама ыйтнӑ: «Республика Правительстви сирӗн объектсене кризисра тытса пымалли йӗркене кӗмелле ӗҫлеме юрамасть. Пуҫаруллӑ проектсене вӑхӑтра пурнӑҫа кӗртни мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулни пирки эпӗ темиҫе хутчен те асӑрхаттартӑм, ҫитменнине вӗсене пурнӑҫа кӗртме бюджет укҫи-тенкине илнӗ», – пӗтӗмлетнӗ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1