Муркашра ял хĕрарăмĕсем пухăнчĕç

Категория: Общество Опубликовано: 15.10.2026, 09:32 Просмотров: 19

Чăваш Республикинче кăçал Ял хĕрарăмĕн кунне пĕрремĕш хут уявлатпăр. Çак ырă ĕç Хĕрарăмсен Чăваш Енти пĕрлĕхĕ пуçарнипе пулса пырать. Ăна ял хĕрарăмĕн ят-сумне ÿстерес тĕлĕшпе ирттереççĕ.

ЧĂВАШ ХĔРАРĂМĔ – ЯЛ ИЛЕМĔ

Иртнĕ эрнекун Муркашри «Сывлăх» спорт шкулĕнче Ял хĕрарăмĕн кунне халалланă «Ял илемĕ» ятпа спартакиадăн пĕрремĕш та­пхăрĕ иртрĕ. Мероприяти Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Ярко в Чу­вашии» проект шайĕнче пулчĕ.

Спорт шкулĕн залне ял хĕрарăмĕсем йыш­лăн пухăннă. Сумлă хăнасем те килсе çитрĕç. Уява пухăннисене округ пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçне пурнăçлакан Алексей Кирил­лов саламларĕ. «ГТО нормативне пирĕн атте­семпе асаттесем те панă. Ку ĕç паянхи куна та пырать. ГТО парасси – истори. Çак уяв пирĕн çĕршывăн сывлăхлă малашлăхне никĕс хыв­ни пулать. Кунта шăпах та сывă пурнăç йĕрки­не кăмăллакансем пухăннă. Пурне те хаваслă старт сунатăп», – терĕ Алексей Кириллов.

Уяв шайĕнче хаваслă старт ирттерессине регионăн Спорт министерстви тата Чăваш Енти Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ йĕркеленĕ. Хăна­ра çак пĕрлĕхĕн ертÿçи Наталья Николаева пулчĕ. «Пирĕн регионти ял хĕрарăмĕсене чыслани ахаль мар. Апла пулсан Чăваш Енре чи лайăх хĕрарăмсем пурăнаççĕ. Паян­хи уяв сирĕн спортри иккĕленĕвне çĕнтерме пулăштăр. Хĕрарăмсене чыслассинчи чăваш­сен пуçарăвĕ çитес вăхăтра Раççей шайне тухасса шанас килет», – çапла хавхалантарса ăнăçу сунчĕ Наталья Алексеевна.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнассинче, çитĕнÿсем патне туртăнассинче камран тĕслĕх илмелли тата мĕн патне туртăнмал­ли те пулчĕ спартакиадăра. Уява хутшăнакан СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, олимп чемпионки, Муркаш районĕн Хисеплĕ граж­данинĕ Валентина Егорова пурне те хаваслă старт сунчĕ. «Спорт вăл – илемлĕх, дисци­плина. Спортпа туслă пулсан чунпа та яланах çамрăк пулатăр», – терĕ вăл.

Хăнара спортăн тепĕр «çăлтăрĕ» вăл – Е. Николаева ячĕллĕ 8 номерлĕ спорт шкулĕн директорĕ Алина Иванова. Унăн янăравлă çирĕп сасси хĕрарăмсене хавхалантарчĕ. Вăл каланă тăрăх, кăмăл-туйăмпа та, ĕçре те çирĕп пулма шăпах та спортпа туслашни пулăшать.

Çавăн пекех депутатсен округри Пухăвĕн ертÿçи Александр Давыдов, Чăваш Енти Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн вырăнти уйрăмĕн ертÿçи Любовь Рыжкова, «Сывлăх» спорт шкулĕн ертÿçи Александр Куликов ăшшăн са­ламласа ăнăçу сунчĕç.

Старта тухиччен активлă хĕрарăмсене На­талья Николаева Чăваш Енти Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн Тав çырăвне парса чысларĕ.

Спартакиадăна хутшăнакансем ГТО норма­тивне пачĕç. Хĕрарăмсем вырăнтан мĕн тăр­шшĕ сикнине тĕрĕслерĕç. Гимнастика тенкелĕ çине тăрса туртăнчĕç. Çурăм çинче выртса кĕлеткене çĕклерĕç, ытти енĕпе вăй виçрĕç.

«Ял илемĕ» фестиваль спорт ăмăртăвĕ кăна мар, – Чăваш Ен хĕрарăмĕсен вăй-хăват, çăмăллăх уявĕ те. Ăмăртусене хутшăнакан­сем çак кун пысăк çитĕнÿсемшĕн тупăшрĕç. Унран та ытларах, вĕсем уявпа савăк кăмăллă пулчĕç, пĕр-пĕринпе хутшăнчĕç.

ÇАВРА СĔТЕЛ ТАВРА – ЧУНА УÇСА КАЛАÇСА

Çак кун округри ял хĕрарăмĕсемшĕн питех те анлăн иртрĕ. Муркашри ача-пăча библио­текинче Ял хĕрарăмĕсен кунĕ шайĕнче ятар­лă çар операцине хутшăнакансен амăшĕсем, мăшăрĕсем çавра сĕтел калаçăвне пухăнчĕç. Тĕл пулăва килнисем, вăл шутра сумлă хă­насем, район, республика тата ун тулашĕн­че чапа тухнă, тăван тăрăх аталанăвне тÿпе хывнă ял хĕрарăмĕсен сăн ÿкерчĕкĕсен ку­равĕпе паллашма пултарчĕç.

Çавра сĕтел калаçăвне Чăваш Енти Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн вырăнти уйрăмĕн ертÿçи Любовь Рыжкова уçрĕ. Округ ата­ланăвне тÿпе хывнă хĕрарăмсем çинчен, вĕсен активлăхĕпе мĕнле ĕçсем туни пирки кĕскен каласа кăтартрĕ. Пирĕн хушăра пулта­руллă, тăрăшуллă хĕрарăм сахал мар.

Çак ĕçе Чăваш Енти Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Наталья Николаева, депутатсен окру­гри Пухăвĕн ертÿçи Александр Давыдов, округ пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Зоя Дипломатова, Очăкасси храмĕнчи Рустик иерей хутшăнчĕç.

Зоя Дипломатова хĕрарăмсене хăйсен çы­вăх çыннисемшĕн пăшăрханнине пăхмасăр фронта пулăшса тăнăшăн, активлă пурнăç йĕркишĕн тав турĕ.

Тĕл пулу ăшшăн тата чуна тивмелле ир­трĕ. Тĕп калаçу ялти хĕрарăм – çемье ву­чахне упраканĕ – çинчен пулчĕ. Хĕрарăмсем пăлхану-пăшăрхану тата шанăç пирки те ка­лаçрĕç. Чи пĕлтерĕшли – ĕненÿ пурри. Пире, хĕрарăмсене, ĕненÿ шанăçлăх парать. Ру­стик иерей амăшĕн кĕлли еплерех вăйлине асăнчĕ. Хĕрарăмсем хăйсем пирки калаçнă чухне те Турă хăватне палăртрĕç. Çакăн пек тĕл пулусем питех те кирлине пĕлтерчĕç сал­так амăшĕсемпе мăшăрĕсем. Кунтах куç та шывланчĕ, кулă та палăрчĕ сăн-питре, ырри­не шанни кăна пире малалла утма, пурăнма хавхалантарать.

Наталья Алексеевна каланă тăрăх, Ял хĕрарăмĕсен кунĕ календарьти кун кăна мар, – вĕсене кулленхи ĕçĕшĕн, чăтăм­лăхшăн, ăслăлăхшăн тав тумалли сăлтав. Килти ăшăлăх, тирпейлĕх, шанăçлăх шăпах та хĕрарăмран килет. Вĕсем çемье, тăван кĕтес, çĕршыв пĕлтерĕшсен никĕсĕ çинче йăла-йĕр­кене упраççĕ. Ял хĕрарăмĕн пĕлтерĕшне ÿстерес тĕлĕшпе пĕрлĕх çамрăк ăрупа та са­хал мар ĕçлесе пырать, шкулсенче ялсенче ăнăçлă ĕçлекен хĕрарăмсемпе тĕл пулусем ирттереççĕ. Чĕрĕ калаçу кирлине эпир курса тăратпăр. Яла вара паянхи кун кадрсем çит­меççĕ, ку енĕпе те ĕçлемелли пур.

Вăл каланă сĕнÿсем кашни хĕрарăмшăн вырăнлă пулчĕç. «Хĕрарăм сывлăхлă пул­сан – çемье те сывлăхлă. Эсир çутă çăлтăр­па тан, кашни пирки кĕнеке çырма пулать. Ял хĕрарăмĕсен уявне СВО çемйисем те хутшăн­ни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хăвăра юратăр, хăвăр çине пăхма вăхăт тупăр», – терĕ вăл.

Хальхи кăткăс лару-тăрура тыл хĕрарăм хулпуççийĕсем çинче тытăнса тăрать. Елена Максимова «кĕмĕл» волонтер округри ялсен­чи волонтерсем ятарлă çар операцине мĕнле пулăшса тăни пирки каласа пачĕ.

Тĕл пулу ырă самантпа вĕçленчĕ. Наталья Алексеевна активлă хĕрарăмсене Тав çы­рăвĕсем парса чысларĕ.

Хĕрарăмсемшĕн психолог сĕнĕвĕ те питĕ вырăнлă. Ку енĕпе Любовь Филиппова психо­лог канашсем пачĕ, психологири ансат мел­семпе паллаштарчĕ, СВО çемйисене яланах йышăнма хатĕррине пĕлтерчĕ. Вăрттăнлăх мар, психолог шăпах та чунри йывăрлăха пу­сарма, çĕнтерме пулăшать.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1