Ҫӗршывӑн аграри выставкинче

Категория: Общество Опубликовано: 15.10.2026, 09:31 Просмотров: 20

Мускаври «Ылтӑн кӗркунне» курава республикӑри 40 ял хуҫалӑх произво­дителӗ хутшӑннӑ. Экспозицие тӑватӑ бренд тавра тунӑ.

«Симӗс ылтӑн» хӑмла туса илессине кӑтартать. «Пылак ылтӑн» хурт-хӑмӑр, ӳсен-тӑран, гастрономи тата ял туризмне пӗрлештернӗ. «Тутлӑ ылтӑн» тирпейлекен предприятисен продукцине кӑтартнӑ. «Ӑслӑ ылтӑна» Чӑваш Ен ял хуҫалӑхӗн тухӑҫлӑх­не ӳстерекен малта пыракан технологисем­пе цифра йышӑнӑвӗсем кӗнӗ.

Ҫӗршывӑн аграри куравне хутшӑннин кӑтартӑвӗ – республикӑн Министрсен Ка­бинечӗпе Россельхозбанк 2026 – 2030 ҫул­сенче килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан ҫул-йӗр карттине алӑ пусни. Ҫавӑн пекех – Раҫҫейри «Техмашхолдинг» компанисен уш­кӑнӗ хӑмла пуҫтаракан пӗрремӗш комплекса хута ярасси ҫинчен калакан акта ҫирӗплетни. Техникӑна "Балтика" компание панӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, ҫак "ылтӑн" брендсем регион техно­логисене, тирпейлессине тата ҫӗнӗ рынок­сене шаннине кӑтартаҫҫӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1