Чăваш Ен салисемпе ялĕсен хаклă хĕрарăмĕсем!

Категория: Общество Опубликовано: 15.10.2026, 09:28 Просмотров: 22

Сире Ял хĕрарăмĕн кунĕ ячĕпе пĕтĕм чун­тан саламлатăп! Çак уяв сирĕн пуçарăва тата пулăшăва пула çуралчĕ. Сирĕн ырми-канми ĕçĕр, тăван киле, çывăх çынсене юратни чăннипех пурин умĕнчи тава тивĕçлĕ.

Эсир – кил хăтлăхĕн, йăла-йĕркен тата чун ăшшин управçисем. Ахальтен мар халăхра çапла калаççĕ: «Кил ăшши – хĕрарăмран». Тăван çĕршыва юратни, çемьешĕн тăрăш­ни, куллен-кунхи ĕç, çулталăкăн кирек хăш вăхăтне пăхмасăр, çĕр çинчи пурнăçăн никĕсĕ пулса тăраççĕ. Эсир ачасене воспи­тани паратăр, хуçалăх тытса пыратăр, мăн асатте-асаннесен йăли-йĕркине упратăр, çав вăхăтрах хальхи вăхăтри, ĕçлĕ тата ăнăçул­лă хĕрарăмсем пулса юлатăр.

Уй-хир тата ферма ĕçченĕсем, агропро­мышленность комплексĕнче вăй хуракан­сем, ялти учительсем тата врачсем, фельд­шерсем тата культура ĕçченĕсем – кашниех тăван ял пурнăçне хăйĕн тÿпине хывать.

Çирĕплĕхшĕн тата ăслăлăхшăн, килĕшÿре пурăнма тата кашни кунпа савăнма пĕл­нĕшĕн сире çĕре çити тайма пуç. Çак кун савăнăç тата лайăх кăмăл кÿтĕр! Сире тата сирĕн çемйĕрсене çирĕп сывлăх, ырлăх-пур­лăх, мир тата телей сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1