Чăваш Енте «Ял управçи» регион конкурсне пĕтĕмлетеççĕ. Ку ĕçе пирĕн округри сумлă вунă хĕрарăм хутшăнать. Вĕсем чăваш çĕрĕ çинче тăрăшаççĕ, тăван тăрăх аталанăвне тÿпе хываççĕ, çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани параççĕ, фермер ĕçне йĕркелеççĕ. Çĕнтерÿçĕсене «Çĕр хуçи», «Аталану анлăшĕ», «Çĕнĕ çул хăвачĕ», «Шанчăклă тĕрек», «Халăх чунĕ», «Ырă ĕç», «Пуçаруçă», «Ял сасси», «Амăш ăс-тăнĕ», «Характер вăйĕ» номинацисенче палăртаççĕ. Тĕп ĕç – конкурс пĕтĕмлетĕвĕ – октябрĕн 16-мĕшĕнче иртет.
Сăн ÿкерчĕкре конкурсăн «Шанчăклă тĕрек» номинацине хутшăнакан Оксана Поповăна куратăр. Оксана Юрьевна – Муркаш тĕп больницин тĕп врачĕ. «Пирĕн коллектив 410 ытла сотрудникран тăрать. Эпĕ ĕçе килсен манăн вăйлă пулмалла тесе шухăшламастăп. Эпĕ çынсемшĕн ответлă, медицина ĕçĕнчи ĕçшĕн яваплă. Манăн ĕç унăн результатĕнчен курăнмалла. Ман пата çынсем ыйтупа, йывăрлăхпа килеççĕ, эпĕ вĕсен ыйтăвне татса пама тăрăшатăп. Ман пата ывăнса çитнисем килеççĕ, эпĕ вĕсене лăплантармалли, хавхалантармалли сăмахсем тупма тăрăшатăп. Эпĕ коллективри кашни сотрудника хаклатăп», – тет тĕп врач.
Оксана Попова ертсе пынипе Муркаш округĕнче сывлăх сыхлавĕнчи наци проекчĕн пур енĕ те активлă пурнăçланса пырать. Юлашки 5 çулта çак сферăра питех те пысăк ĕçсем пулса пычĕç. Тăрăшни – куç умĕнче. Çакна округра пурăнакан кашни çын туять пулĕ.
Вăл хĕрарăм-ертÿçĕ кăна мар, обществăлла ĕçе активлă хутшăнма та вăхăт тупать. Округри Общество палатин пайташĕ пулнипе округ пурнăçĕнчи ыйтусене татса пама хутшăнать. Ăна Шалти ĕçсен пайĕ çумĕнчи Обществăлла канашăн пайташĕ пулма шаннă. Ытти ĕçе хутшăнма та вăхăт тупать вăл. Унăн тăрăшулăхне çÿллĕ шайра хаклаççĕ.
«Çук, пур ĕçре те ĕлкĕрейместĕп, малтан чи кирлине – çынсене пулăшассине – суйлатăп эпĕ. Чăн тĕрек вăл çирĕп чул мар, – чĕрĕ йывăç. Йывăç çилпе тайăлать, анчах та хуçăлмасть. Кĕркунне çулçине тăкать те çуркунне каллех çулçă кăларать, вăйланать. Эпĕ вăй-хăвата шайлаштарса ыттисемшĕн тĕрек пулма вĕренетĕп», – тет хĕрарăм-ертÿçĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Октябрь 2026 |
