Шăнкăравласа пĕлтерĕр

Категория: Общество Опубликовано: 01.10.2026, 09:46 Просмотров: 27

Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Моргаушский» пайĕ кăçалхи сентябрĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 2-мĕшĕччен Муркаш округ территорийĕнче пĕтĕм Раççейри «Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер» акци ирттерет. Çак ĕç наркотик хатĕрĕпе усă курнине тупса палăртас, ку тĕлĕшри преступление уçса парас, ăна асăрхаттарас тĕлĕшпе йĕркеленĕ. Çавна май наркотик хатĕрĕсем янтăланă, унпа усă курнă тата усă курма хатĕрленекен фактсем пирки шалти ĕçсен пайĕн дежурнăй уйрăмне 8 (83541) 62-6-67 номерпе, уголовлă шырав уйрăмне 8 (83541) 62-8-79 номерпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

М. АЙПЛАТО В, Раççей ОМ ВД «Моргаушский» пайăн ОУ Р аслă оперуполномоченнăйĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить