Юпа уйăхне кĕтĕмĕр. Килти хушма хуçалăх тытакан ял çынни паянхи уяр кунсенче Пукравччен пурнăçламалли ĕçсем пирки шухăшлать. Çапла вара çĕр ĕçĕпе пурăнаканскер ыхра лартма йăрансем те хатĕрлерĕ ĕнтĕ.
Ялта пурăнакан килти хушма хуçалăхри пахча çимĕçе сывлăха çирĕплетмелли алă айĕнчи çул-йĕр тесе ÿстерет. Çапла вара паян вăл кĕрхи ыхрана вăхăтра лартса хăварассине тĕп вырăнта тытать. Çак пахча çимĕç – пире шăнса пăсăлнинчен сипленмелли питех те лайăх эмел. Унпа халăх медицини тахçантанпах усă курать. Чи ансат мел – ыхра шăлне вакламалла та ăна 10 минут хушши сывласа лармалла. Ку сиплеве ялти нумай çын пĕлет. Пĕлменнисем валли: çак процедурăна кунне 3 – 4 хутчен пурнăçлани питех те усăллă. Сывлăх сыхлавĕнче ыхрапа çапла усă куриччен ăна ăнăçлă туса илме пĕлмелле. Ялта пурăнакансенчен нумайăшĕ хăйсен хушма хуçалăхĕнче ыхра туса илессине çултан-çул тĕп вырăнта тытать. Çак ĕçе тин кăна кÿлĕнекенсен те ыхра туса илессин вăрттăнлăхĕсене пĕлмеллех. Унсăрăн тухăç пысăк пуласси иккĕлентерет. Кĕр кунĕсем çумăрлăрах тăчĕç пулин те, ялта пурăнакансем пахча ĕçĕсене вăхăтлă пурнăçлама ĕлкĕрсе пычĕç. Иртнĕ çул пахчари ĕçсене вăхăтра пурнăçланисем тата технологие пăхăнса ĕçленисем паян пысăк тухăçпа савăннинчен тĕлĕнместĕп. Халĕ вара çитес çулхи тухăç пирки шутламалла. Çакăнти пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри вăл – кĕрхи культурăсене тĕплĕ хатĕрлесе вăхăтра акса-лартса хăварни. Манăн паян хамăр хаçата вулакансене кĕрхи ыхрана лартса ÿстерессипе паллаштарас кăмăл пур. Пирĕн тăрăхра пурăнакансем çак сиплĕ культурăна авалтанпах ÿстереççĕ, ÿркенменнисем çулсерен лайăх тухăç илеççĕ. Апла пулин те хăш-пĕр пахчаçă, самай тăрăшсан та, ыхра вĕтĕ çитĕннишĕн ÿпкелешнине илтме пулать. Кунта, паллах, ыхрана «ятлани» вырăнлă мар. Кирек хăш культура та, çав шутра ыхра та, çулленех ăнса ÿстĕр, вăйлă тухăç патăр тесен, ăна акма-лартма маларахах хатĕрленмелле. Ыхра лартиччен йăрана чылай маларах хатĕрлемелле. Паян ăна тума эпир кая юлман-ха. Çанталăкĕ те меллĕ. Çитес çул тухăç вăйлă пултăр тесен кашни тăваткал метр çĕр пуçне лайăх çĕрнĕ тислĕке 4 – 5 килограмм, 30 грамм суперфосфат тата 20 грамм хлорлă кали хывса тăпрана 20 сантиметртан кая мар кăпкалатмалла. Унтан йăрана кĕреплепе лайăх тикĕслесе кăштах пусăрăнма вăхăт памалла. Лартас технологие пăхăнни те çитес çулхи тухăç çине витĕм кÿрет. Ĕç йĕркине пăхăнас пулсан, ыхра шăлĕсене ретсем хушшине 20 сантиметр, пĕр-пĕрин хушшине 8 – 10 сантиметр хушă хăварса лартмалла. Хĕл сиввинчен хÿтĕлес тĕллевпе йăрана çĕрнĕ тислĕкпе, йывăç çулçипе е улăмпа 5 – 10 сантиметр хулăнăш хупламалла. Çак ĕçе шăпах паян пурнăçлани пĕлтерĕшлĕ. Тухăçлă ыхра туса илес никĕсе тĕрĕс хывса хăварăр!
А. ШАРИКОВ, пахчаçă. Тереç ялĕ.
Октябрь 2026 |
