Салтаксем кил ăшшине туйччăр

Категория: Общество Опубликовано: 01.10.2026, 09:45 Просмотров: 25

Çапла каласа ĕçлеççĕ «Домашняя кухня Чувашии» волонтер ушкăнĕн активисчĕсем. Эпир ятарлă çар оперцийĕнчи салтаксем валли пĕрремĕш, иккĕмĕш апат, çавăн пекех ытти çимĕç хатĕрлетпĕр. Ку енĕпе пире республика ялĕсенчи тата хуласенчи çынсем пулăшаççĕ, вĕсем – пирĕн тĕп вăй.

Эпир Шупашкар хулинче вырнаçнă. «Домашняя кухня Чувашии» волонтер ушкăнĕ 2024 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче йĕркеленчĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ – çак йыша республикăри çĕр çын хутшăнчĕ. Активистсем нумайланса пычĕç. Халĕ эпир йышлăн ĕçлесе пыратпăр. Куллен ĕçлекенсем те пур, май пуррипе пырса пулăшакансем те пур. Пурин те пĕр тĕллев – салтаксене çĕнтерĕве çывхартма пулăшасси. Хĕрарăмсем пахча çимĕç тасатса пĕçереççĕ, типĕтеççĕ. Çак ĕçе вĕсем килте те тăваççĕ. Пакетласа яшка, пăтă, нимĕр хатĕрлетпĕр. Çаксем йăлтах – типĕтнĕ çимĕçсем. Салтаксем вара ăна шывпа пĕçереççĕ. Пирĕн менюра борщ, рассольник, щи, кăмпа яшки, çĕр улми нимĕрĕ, хура тул пăтти ашпа тата ытти те. Кунта вара пĕрле курупкана тултаратпăр. Çавăн пекех пирĕн хĕрсем тĕрлĕ çимĕç консервлаççĕ, салтаксем валли тавар, техника-оборудовани туянма укçа-тенкĕ пухаççĕ. Салтаксем тăван кил ăшшине туйччăр тесе çапла пĕрле тăрăшатпăр. Кăçалхи май уйăхĕ тĕлне пирĕн волонтер ушкăнĕ фронта 100 пин порци тĕрлĕ çимĕç ăсатрĕ, отпуска килнĕ салтаксенчен те парса яратпăр. Чăваш хĕрарăмĕсем хатĕрленĕ çимĕçе Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи салтаксем çисе пăхма ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Салтаксем пире тав тунине пĕлтереççĕ. Ку, паллах, савăнтарать.

Фронта эпир эрнесерен вăтамран 1500 порци çимĕç ăсататпăр. «Макфа» вермишель, лавккара сутакан тĕрлĕ бульон, специ, кăмпа, стрейч-пленка, пахча çимĕç, улма-çырла, чăх ашĕ, кĕрпе таврашĕ яланах кирлĕ пулса тăраççĕ пире. Пирĕн волонтер ушкăнĕн çĕвĕ цехĕ те пур. Госпиталь валли вырăн хатĕрĕ, аманнисене тăхăнтартмалли меллĕ кĕпе-йĕм таврашĕ тата ытти япала çĕлеççĕ пирĕн активистсем. Эпир Чăваш Республикин патшалăх çĕнĕ истори архивĕпе те тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. «Слава Героям России – защитникам Отечества» акцие хутшăнтăмăр. Кăçалхи майăн 28-мĕшĕнче пире архив ĕçченĕсем хăйсем патне чĕнчĕç. СВОпа çыхăннă документсене ĕмĕрлĕх управа парасси пирки ĕçлĕ килĕшĕве алă пусса çирĕплетрĕмĕр. Çавăн пекех пирĕн ушкăн гуманитари пулăшăвне ăсатни пирки аса илĕве видеопа çырса илчĕç. Пирĕн волонтер ушкăнĕпе Муркаш тăрăхĕнчи çынсем те пĕрле килĕштерсе ĕçлеççĕ, салтаксем валли пахча çимĕç, тĕрлĕ япала, укçа-тенкĕ парса пулăшаççĕ. Енчен те пирĕнпе ĕçлес тата пахча çимĕçпе ытти япала парас текенсем 8 903 065 39 92 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа калаçма пултараççĕ.

Сильва АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить