Сăн ÿкерчĕкре пĕтĕм Раççейри «Навигаторы детства» проектăн муниципалитет координаторне, «Росдетцентр» ФГБУ ертсе пыракан специалистне Алевтина Рожковăна куратăр. Вăл хăйĕн ĕçне ачасене хушма пĕлÿ тата патриотла воспитани парассипе çыхăнтарнă. 2008 çултанпа районти Ача-пăча пултарулăх çуртне ертсе пыма тытăннă. 2022 çулта вара ăна «Росдетцентр» ФГБУ ертсе пыракан специалисчĕ пулма шаннă. Ку ĕç ачасене патриотла воспитани парассипе çыхăннă.
Алевтина Владимировна пултаруллă ертÿçĕ, анлă тавракурăмлă специалист пулнине тĕрлĕ ĕç çирĕплетет. Вăл хăйĕн тавра округри шкулсенчи советниксен çирĕп командине йĕркеленĕ. Пĕр шухăшлă ĕçлекен команда кирек епле йывăрлăха та çĕнтерме пултарать. Советниксен пирĕн округри команди икĕ хутчен «Лучшая муниципальная команда «Навигаторы детства» номаницире çĕнтернĕ. Ăста ертÿçĕ йĕркеленипе округри шкулсенче 2022 çултанпа «Образовательное воскресенье» кăсăклă тĕл пулусем ирттереççĕ. Çак ĕçсене шкул ачисемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕсем те активлă хутшăнаççĕ. Муниципалитет координаторĕ тăрăшнипе илемлĕ тата пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç сахал мар иртрĕ. Вăл шутра – ял шкулĕсен форумĕ, ашшĕ-амăш форумĕ, çемье форумĕ, экологи фестивалĕ тата ытти те. Акă нумаях пулмасть республикăри «Ăруран ăрăва» çемье фестивалĕ çÿллĕ шайра пулчĕ. Анлă йĕркеленĕ ĕç уявпа танах иртрĕ, çавăн пекех пуриншĕн те усăллă та. Тĕп калаçу вара чăвашлăх пирки пулчĕ, асатте-асанне йăли-йĕрки, ĕçĕ-хĕлĕ, апат-çимĕçĕ те. Вăл хăйĕн тĕслĕхĕпе ыттисене те хавхалантарса пырать. Алевтина Рожкова 2024 çулта пĕтĕм Раççейри «Новая философия воспитания» ача-пăча премийĕн регион тапхăрĕнче «Вдохновитель команды» номинацире çĕнтерчĕ. 2025 çулта вара Самара хулинче иртнĕ Атăл çи федераци округĕн семинарĕнче Муркаш тăрăхĕнчи шкулсенче ачасемпе, ашшĕ-амăшĕпе, педагогсемпе мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарчĕ. Вăл ертсе пынипе округра «Орлята России» программа анлă аталанса пырать. Çак ĕçе йĕркелессипе советниксем тата пуçламăш класс учителĕсем пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Орленок» центрта квалификацие ÿстерчĕç, тĕрлĕ форумпа проекта хутшăнчĕç. Тăрăшулăхне кура ăна юлашки икĕ çулта ашшĕ-амăш пуçарулăхĕн пĕрлĕхĕн регионти эксперчĕ пулма шанчĕç. Алевтина Владимировна çавăн пекех сăн ÿкерчĕксем тума кăмăллать, чăваш тĕррине тĕрлет, чăваш эрешĕсемпе кăсăкланать, чăваш сувенирĕсем ăсталать. Çул çÿревсенче пулни, тĕрлĕ халăх культурипе кăсăкланни ăна кулленхи ĕçре пулăшса пырать. Хĕрарăмсен округри канашĕн пайташĕ пулнă май хăйĕн ĕçĕсемпе, пуçарулăхĕпе ыттисене те паллаштарать. Ĕçне кура – хисепĕ. Чылай çул вĕренÿ сферинче тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн, обществăлла ĕçе хастар хутшăннăшăн Алевтина Рожковăна Раççей Федерацийĕн Çут ĕç министерствин «Отличник просвещения» паллипе чысларĕç. Çакăн пек пысăк çитĕнÿпе тата вĕрентекенсен уявĕпе ăна саламлатпăр.
Роза МАКАРОВА.
Октябрь 2026 |
