Муркаш шкулĕнчи фестиваль икĕ куна пычĕ

Категория: Общество Опубликовано: 01.10.2026, 09:35 Просмотров: 20

Раççейри «Знание» пĕрлĕхĕн ашшĕ-амăш сообществисен пуçарулăх конкурсĕн виççĕмĕш тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Республики çĕршывра лидер позицийĕнче. Активлăх вырăнсенче «Знание» пĕрлĕх пулăшнипе проектсене куçса пырать. Ашшĕ-амăш пуçарулăхĕ республикăн пулас ăрăвĕ валли вĕренме тата воспитани пама меллĕ услови туса парассипе çыхăннă.

«Муркаш округĕ те ашшĕ-амăш пуçарулăхĕпе пултаруллисен йышĕнче. Кăçал республикăри вăтăр вĕренÿ учрежденийĕ ку тĕлĕшпе Раççей грантне тивĕçрĕ пулсан, виççĕшĕ – Муркаш округĕнчен, ку питĕ лайăх çитĕнÿ. Унччен çак гранта Кашмаш шкулĕ тата Ильинка шкулĕ тивĕçрĕ», – терĕ пĕтĕм Раççейри «Навигаторы детства» проектăн муниципалитет координаторĕ, «Росдетцентр» ФГБУ ертсе пыракан специалисчĕ Алевтина Рожкова «Плац и Полоса» фестивалĕн пĕрремĕш кунĕнчи торжествăлла самантĕнче. «Плац и Полоса» проектпа Муркаш шкулĕ федераци грант-тивĕçрĕ. Проектăн кураторĕсем – Муркаш шкул директорĕн ăслăлăхпа методика ĕçĕпе ĕçлекен çумĕ Светлана Рожкова тата директорăн воспитани советникĕ Эльвира Яковлева. Фестивале ашшĕ-амăш комитечĕн ертÿçи Алина Любимова уçрĕ. Уява çавăн пекех Муркаш шкулĕн директорĕ Николай Смирнов, округ администрацийĕн вĕренÿ пайĕн ĕçченĕ Ирина Ершова, СВО участникĕсем Николай Васильев, Сергей Васильев тата ыттисем хутшăнчĕç. Çулсеренхи фестивалĕн пĕрремĕш кунĕ «Плац» ятпа иртрĕ, ку – патриотика блокĕ. Çакăнта тăватă ушкăн ĕçлерĕ. Ачасем «Символы России и Чувашии» истори викторинине хутшăнчĕç. Практика сехечĕ «Огневой рубеж» лаптăкра иртрĕ. Тепĕр лаптăкра стройпа утасси тата юрласси пулчĕ, ялав йăтакансен ушкăнĕ те çакăнтах. Шкул ачисен командисен ăсталăхне судьясем хакларĕç.

Фестиваль иккĕмĕш кунхине те пысăк йыш пухрĕ, «Полоса» ятпа пулчĕ. Вăл çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă: çулпа фигурăсем туса ярăнасси, çул-йĕр правилине пĕлесси, команда эстафети тата çемье экипажĕ. Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх çыннăн кун-çулĕпе çыхăннă. Çавăнпа та кашни çыннăн, вăл шутра ачасен те, çул-çинче питĕ тимлĕ пуласчĕ. Пурнăç пĕрре кăна килнине манас марччĕ. Иккĕмĕш кунхи командăсене ОГИБДД сотрудникĕ Александр Щербаков саламларĕ. «Паян эсир çул-йĕр правилине пĕлнине, велосипедпа çÿреме пĕлнине тĕрĕслетпĕр», – терĕ вăл. Иккĕмĕш кунхине те судьясем ĕçлерĕç. Фестиваль ирттерессинче волонтер-ашшĕ-амăшĕсем те активлă пулчĕç. Йĕркелÿçĕсене 50 волонтер-ашшĕ-амăшĕ пулăшрĕ. Пĕтĕмпе вара çак мероприятие 15 шкулти 200 ытла ача хутшăнчĕ. Конкурс ирттермелли оборудование грант укçипе туяннă. Вăл шутра – çул-йĕр паллисем, велосипедсем, тенкелсем, сасă системи, пăшал макечĕсем. Çаксем йăлтах Муркаш шкулĕнче юлаççĕ. Конкурссен çĕнтерÿçисене медальпе, дипломпа, асăнмалăх парнепе чысларĕç. «Плац и Полоса» фестиваль ăмăрту кăна мар, çавăн пекех вăл çамрăклăх, вăй-хăват, çĕршыва юратнин уявĕ те.

Роза ИЛЛ АРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить