Министра çити ÿснĕ

Категория: Общество Опубликовано: 01.10.2026, 09:50 Просмотров: 25

Иван Алексеевич Маркелов – философи наукисен кандидачĕ, доцент, СССР Журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи радиовещанипе телевидени комитечĕн ертÿçи (1957 – 1963), Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи пичет управленийĕн ертÿçи (1963 – 1965), Чăваш АССР культура министрĕ (1957 – 1963 тата 1965 – 1972), Чăваш АССР тата РСФСР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Вăл 1921 çулхи октябрĕн 2-мĕшĕнче Ваçкасси ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1938 çулта Йÿçкасси шкулĕнчен вĕренсе тухнă та унтах аслă вожатăй тата физкультура учителĕ пулса ĕçлеме юлнă. Ун хыççăнхи черетлĕ вĕренÿ çулĕ вара Элĕк районĕнчи шкулта пуçланнă. Унта вăл чăваш чĕлхи тата литература урокĕсене вĕрентме тытăннă. 1939 çулхи ноябрь уйăхĕнче Иван Маркелов çар ретне тăнă. Вăрçăн малтанхи вăхăтĕнчен пуçласа мĕн вĕçленичченех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Сталинград, Степной, Дон, Прибалтика фрончĕсенче, Украинăн 1 тата 2 фрончĕсенче çапăçнă. Çар задачисене тивĕçлĕ шайра пурнăçланăшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1 тата 2 степень орденĕсемпе, медальсемпе чысланă. Вăрçă çулĕсенче вăл фронт пичечĕпе ĕçленĕ тата «Комсомольская правда» тĕп хаçатпа çыхăну тытнă. Çавăн пекех «За Родину» хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ пулнă вăл. Мирлĕ пурнăçа таврăнсан Иван Алексеевич 10 çул ытла хăйне ВЛКСМ Чăваш обкомĕнче комсомол ĕçне халалланă. Вăл çарпа физкультура пайне, кадр ыйтăвне ертсе пынă, «Молодой коммунист» хаçата редакциленĕ. 1950 – 1952 çулсенче Иван Маркелов ЦК ВЛКСМ çумĕнчи Тĕп комсомол шкулĕн журналистика уйрăмĕнче вĕреннĕ. Унтан вĕренсе тухсан Душанбе хулине куçса кайнă, пĕр çулталăк хушши «Сталинская молодежь» республика хаçачĕн тĕп редакторĕнче ĕçленĕ. Професси тĕлĕшпе анлă ĕçлеме тытăннă вăхăт 1950 çул пуçламăшĕнче пулнă.1953 – 1954 çулта КПСС Чăваш обкомĕн аппаратĕнче ĕçленĕ вăл. Çав çулсенчех ЦК КПСС çумĕнчи Аслă парти шкулĕнче куçăмсăр майпа вĕреннĕ, философипе кандидат экзаменне тытнă. 1963 çулта ăсчах кандидат дисертацине ăнăçлă хÿтĕленĕ. Тепĕр 10 çултан ăна доцент званине панă. #сĕм çулĕпе вăл çÿлтен çÿле хăпарса пынă. 1972 – 1983 çулсенче Чăваш Ял хуçалăх институтĕнче штатра тăнă, ăслăлăх ĕçне ертсе пынă, студентсене вĕрентнĕ. Вăл марксизм-ленинизм кафедрин пуçлăхĕ пулнă. Обществăпа политика пурнăçĕ тĕрлĕ енлĕ аталаннă, ăна партин тĕрлĕ должноçне шаннă. Иван Маркелова Пĕтĕм Раççейри историпе культура палăкĕсен сыхлавĕн тĕп канашĕн йышне кĕртнĕ. Палăксен сыхлавĕпе вăл республика шайĕнче те ĕçленĕ. Ăна обществăлла ĕç тĕрлĕ шайра чылай шаннă. Иван Маркелов 130 ăслăлăх ĕçĕ çырнă.

Унăн тăрăшулăхне вара патшалăх шайĕнче тивĕçлипех хакланă. Ăна 1980 çулта – «Чăваш АССР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», тепĕр сакăр çултан «РСФСР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсем парса чысланă. Иван Маркелов икĕ хутчен Чăваш АССР Культура министерствине ертсе пынă: 1957 – 1963 тата 1965 – 1972 çулсенче. 1991 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче унăн чĕри тапма чарăннă. Иван Маркеловăн ырă ĕçĕпе ырă сăнарĕ халăх асĕнче юлнă. Ăна Чăваш Ен асра тытать, Шупашкар хулинче вăл вăтăр çул ытла пурăннă çурт çине Асăну хăми çапнă.

Сăн ÿкерчĕкре Иван Маркелова куратăр, ăна 1972 çулта тунă.

Анна КОНСТАНТИНОВА, Чăваш Республикин патшалăх çĕнĕ истори архивĕн публикацисемпе тата документсемпе усă курас пайăн тĕп архивисчĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить