Апла пулсан ăна упрасси, унпа тухăçлă усă курасси, хаклă техникăн ĕмĕрне тăсасси – хресченшĕн тĕп ыйтусенчен пĕри.
Çак кунсенче муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Иванов хамăр тăрăхри пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çу каçа тата кĕркунне уй-хирте тăрăшнă техникăна хĕллехи управа лартассипе епле ĕçленипе паллашма смотр-конкурс ирттерме хушу кăларчĕ. Вăл юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа 4 кун пырать. Малтанхи тĕрĕслевсем Суворов яч. хис., Е. Андреев яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе «Куснар» агрофирмăра иртĕç. Ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ техникăна хĕллехи управа лартассипе çанă тавăрса ĕçленисем те, ку ĕç çине алă сулнисем те алă тупанĕ çинчи пек ума тухĕç.
Анатолий БЕЛОВ.
Октябрь 2026 |
