Пӗрремӗш сесси иртрӗ

Категория: Общество Опубликовано: 08.10.2026, 09:39 Просмотров: 43

Шупашкарта Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн саккӑрмӗш суйлаври пӗрремӗш сессийӗ иртрӗ.

Ларӑва Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑнчӗ. Кун йӗркин тӗп ыйтӑвӗсенчен пӗри – Патшалӑх Канашӗн Председательне суйласси. Ку поста Леонид Черкесов упраса хӑварчӗ. Олег Николаев депутатсемпе чӗннисене, Леонид Ильича саламларӗ, ӑна тата пӗтӗм депутат корпусне республикӑра пурӑнакансен интересӗсемшӗн ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме сунчӗ. Олег Николаев «анлӑ правительство» формачӗ республика представителӗсене Патшалӑх Думинчи тата Федераци Канашӗнчи ӗҫе явӑҫтарма май панине аса илтерчӗ. Ҫынсемпе тухӑҫлӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелли питӗ лайӑх тӗслӗх «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Халӑх программи пулчӗ: граждансен сӗнӗвӗсенчен нумайӑшне комплекслӑ программӑра шута илнӗ ӗнтӗ. Ку вӗсен ыйтӑвӗсене илтнине пӗлтерет. Сесси вӑхӑтӗнче депутатсем йӗркелӳ ыйтӑвӗсене пӑхса тухса ҫитес пилӗк ҫуллӑх ӗҫӗн ҫул-йӗрне палӑртрӗҫ. Патшалӑх Канашӗн Председательне суйланисӗр пуҫне ултӑ комитетӑн председателӗн ҫумӗсене тата ертӳҫисене те ҫирӗплетрӗҫ. Ҫав шутра – гражданла оборона, ветерансен ӗҫӗсен тата патриотла воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫӗнӗ комитета та. Юлашкинчен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев депутатсене пӗр шухӑшлӑ ӗҫлеме чӗнсе каларӗ. Комитетсене ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем пек пилӗк ҫуллӑх ӗҫ стратегийӗсем хатӗрлеме сӗнчӗ. Пӗтӗмӗшле тӗп тӗллевсен шутӗнче – Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене тата вӗсен ҫемйисене пур енлӗн пулӑшасси. Ҫынсен ыйтӑвӗсене туйни, пысӑк яваплӑха ӑнланни патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе парламентӑн пӗрлехи ӗҫӗн пахалӑхне палӑртать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1