Иртнĕ шăматкун çĕршыври чупма юратакансем «Наци кросĕ» виçинче старта тухрĕç. Вĕсен шутĕнче муркашсем те пулчĕç.
Кăçалхи ăмăртусем расна пулни тÿрех сисĕнчĕ. Пурте мухтавлă ентеше, Олимп чемпионне Валентина Егоровăна кĕтеççĕ. Çынсем хушшинчи сăмах та ун пиркиех. Пĕрисем Муркаш хĕрĕ 1992 çулта Барселонăри Олимпиадăра çĕнтернине аса илеççĕ. Теприсем пирĕн ентеш 1996 çулта Атлантăри Олимпиадăра кĕмĕл медале тивĕçнине палăртаççĕ. Маларах унăн ячĕпе ирттернĕ районти ăмăртусенче чупнине асра тытакансем те пур. Çапла, манмаççĕ мухтавлă ентеше муркашсем, унăн çитĕнĕвĕсемпе хăпартланаççĕ, унпа мухтанаççĕ. Валентина Егорова стадиона округ пуçлăхĕпе Александр Ивановпа, округри де- путатсен Пухăвĕн ертÿçипе Александр Давыдовпа килсе çитрĕ. Пурин те кăмăлĕ çĕкленсе кайрĕ тейĕн. Хăюллăраххисем мухтавлă ентеше сăмах хушма тăрăшрĕç, пĕрле сăн ÿкерттерес текенсем те йышлă пулчĕç. Округ пуçлăхĕ Александр Иванов Валентина Егоровăна спорт уявне килнишĕн тав турĕ, чечек çыххи парнелерĕ.
– Валентина Михайловна Егорова маншăн яланах çăлтăр пулнă. Эпĕ унпа ултă çулта чухне паллашнă, паллах, вăл ун пирки пĕлмен те ĕнтĕ, – терĕ округ ертÿçи Александр Иванов хавхаланса.
Унтан Валентина Егорова сăмах илчĕ. Вăл стадиона килнисене пурне те саламларĕ, хăйне уява чĕннĕшĕн тав турĕ, спортпа туслашма чĕнсе каларĕ. Хăй муркашсемпе тĕл пулма яланах хатĕррине палăртрĕ. Çамрăк спортсмена Полина Смирновăна çуралнă кунĕпе парне пачĕ. Депутатсен Пухăвĕн ертÿçи Александр Давыдов та мухтавлă ентеше тав турĕ, муркашсем унран тĕслĕх илнине палăртрĕ. Çамрăксене спорт характера çирĕплетме пулăшнине каларĕ. Ятарлă çар операцийĕн ветеранĕ Сергей Васильев старта тухакансене ăнăçу сунчĕ. Спорт ветеранĕсем Валерий Гавриловпа Михаил Романов Олимп чемпионне халалласа 1993 çулта районта пĕрремĕш ăмăрту йĕркеленине аса илчĕç. Унтан спортсменсене Муркаш округĕн хисеплĕ гражданинĕ, округ депутачĕ Павел Вязов саламларĕ. Чи малтан старта ертÿçĕсем тухрĕç, вĕсем хушшинче Александр Ивановпа Александр Давыдов та пулчĕç. Ку ырă йăла кăçал çуралчĕ. Кашни пĕлтерĕшлĕ ăмăртурах округ ертÿçисем старта пĕрле тухма тăрăшаççĕ, ыттисене хăйсен тĕслĕхĕпе хавхалантараççĕ.
Старта тĕрлĕ çулхисем тухрĕç. Тĕрлĕ учрежденипе организацире ĕçлекенсем. Уйрăмах шкул ачисем йышлă пулчĕç. Ветерансем те вĕсенчен юлмарĕç. Кашни ушкăнрах мала тухнисене чысларĕç. Олимп чемпионĕ медаль çакса ярса саламлани пурне те хавхалантарчĕ. Уйрăмах çакă çамрăк спортсменсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Кун пекки нумайлăха асра юлĕ. Олимп чемпионĕ, Муркаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ Валентина Егорова ячĕпе ăмăртăва çĕнĕрен ирттерме пуçланине ырламалла. Округ ертÿçи Александр Иванов çакăншăн тав сăмахне тивĕçлĕ. Валентина Егорова паттăрлăхĕ (вăл Олимпиадăра марафонта чупса çĕнтернине нумайăшĕ çапла хакларĕ – автор) муркашсене çĕнĕ çитĕнÿсем тума малашне те хавхалантарĕ.
Анатолий Иванов.
Октябрь 2026 |
