Шкул – манăн пурнăç

Категория: Общество Опубликовано: 08.10.2026, 09:30 Просмотров: 46

Çапла калать сăн ÿкерчĕкре куракан Муркаш шкулĕн пуçламăш классен вĕрентекенĕ Людмила Тихонова. Урăхла пулма та пултараймасть пулĕ, юратнă профессипе аслă категориллĕ учитель 43 çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшать тата вĕренекенсен çитĕнĕвĕ те ăна ĕçре хавхалантарать.

Вăл кашни ачапа уйрăммăн ĕçлеме май тупать. Ачасен пĕлĕвĕ пысăк, «4» тата «5» паллăсемпе вĕренекенсем йышлă. Пĕтĕм Раççей шайĕнчи тĕрĕслевсенче вĕсем лайăх кăтартусем тăваççĕ. Унăн вĕренекенĕсем шкул, округ, регион олимпиадисенче призерсен йышĕнче. Людмила Сергеевна хăй уйрăммăн тата ачасемпе пĕрле тĕпчев ĕçĕсене, проектсене активлă хутшăнать. Аслă категориллĕ вĕрентекен çĕнĕ вĕренÿ çулне «Раççей Федерацийĕн вĕренÿ сферин хисеплĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнинчен пуçларĕ.

Роза ИЛЛАРИОНОВА

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1