Сăн ÿкерчĕкре Сыпай шкулĕн вĕрентекенĕсене куратăр. Альбина Семеновна Дашковăна шкулта пысăк ĕç шаннă. Вăл ачасене географи тата технологи предмечĕсене вĕрентет. Çавăн пекех Альбина Семеновна директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕ те.
Учитель урокĕсем ачасемшĕн кăсăклă иртеççĕ. Урокра тĕнче карттине тишкерни вĕсене ăçта кăна илсе çитермест пулĕ. Хăть ăçта çитсен те шкулта лайăх вĕренни кирлине калать вĕрентекен. Тепĕр чухне анлă тинĕс, шыв-шур, ĕмĕрхи пăрсем, çеçенхир пирки сÿтсе явса шăнкăрав çитнине те сисмеççĕ ачасем. «#ссе çитсен эсир те çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланатăр. Тен хăшĕ-пĕри аяккарах та кайĕ. Тăван шкул, тăван тăрăх, çуралнă яла вара нихăçан та ан манăр», – çапла вĕрентет Альбина Семеновна ачасене. Шкул çулне вăл чылай çул такăрлатать. Çак профессипе ĕçлеме мĕн пĕчĕкрен ĕмĕтленнĕ. Хăйĕн ĕмĕчĕ пурнăçланнипе учитель кăмăллă. Вăл тăтăшах тĕрлĕ мероприятие хутшăнма тăрăшать, пĕлĕвне ÿстерет. Пултарулăхне кура ăна Тав çырăвĕсемпе, Хисеп хучĕсемпе чыслаççĕ. 2024 çулта кăна вăл 4 хавахлантарăва тивĕçрĕ: Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин Тав çырăвне, «Движение Первых» организацин регион уйрăмĕн ертÿçин Тав çырăвне, «Росдецентр» Тав çырăвне, çавăн пекех «Движение Первых» пуçламăш уйрăмĕсен пĕтĕм Раççей конкурсĕн 3-мĕш вырăн дипломне. Кусем кăна та мар. Надежда Николаевна Яковлева вара шкулта ачасене чăваш чĕлхи тата литератури вĕрентет. Çавăн пекех вăл «Тăван ен «Акуча» шкул музейне ертсе пырать. Надежда Николаевна тăрăшнипе шкулта чăвашлăх темипе тĕплĕ ĕçлесе пыраççĕ. Вăл атте-аннесен,
асатте-асаннесен йăли-йĕркине, калаçăвне упрама вĕрентет. Ачасемпе вăл театр кружокне ертсе пырать.
Палăртма кăмăллă, юлашки çулсенче вĕренÿ министерстви шайĕнче шкул театрĕ çине пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Çитĕнĕвĕ те курăмлă. 2024 çулта шкул театрĕсен «АСАМ» фестивалĕн муниципалитет тапхăрĕнче тĕп парнене тивĕçрĕç, республика шайĕнче вара лауреат пулса тăчĕç. Татьяна Попова «Чи лайăх хĕрарăм ролĕ» номинацире палăрчĕ. Иртнĕ çул та вĕсен ăсталăхне çÿллĕ шайра хакларĕç. «АСАМ» республика 3 фестивалĕн муниципалитет тапхăрĕнче сыпайсем «Чи лайăх арçын ролĕ», «Чи лайăх хĕрарăм ролĕ», «Режиссерăн чи лайăх ĕçĕ» тата «Чăвашла чи лайăх спектакль» номинацисенче мала тухрĕç. Унăн вĕренекенĕсем кăна мар, хăй уйрăммăн тата ачасемпе пĕрле те тĕрлĕ конкурса хутшăнать. 2024 çулта Г. Волков академика халалланă регионсем хушшинчи фестиваль призерĕсем пулчĕç. Иртнĕ çул вара сыпайсене йăла-йĕрке уявĕнче 3 степеньлĕ дипломпа чысларĕç. 2026 çулта вăл «Çулталăкри вожатый» професси конкурсĕн çĕнтерÿçи пулчĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Октябрь 2026 |
