80 пин ытла ҫын грипран прививка тунӑ

Категория: Общество Опубликовано: 08.10.2026, 09:34 Просмотров: 43

Чӑваш Республикинче грипп, ОРВИ тата COVID-19 эпидеми сезонне хатӗрленес ӗҫ малалла пырать.

Хальхи вӑхӑтра 6673 ҫынӑнне ОРВИ тӗслӗхне тупса палӑртнӑ – эрне маларахринчен 6,9 процент сахалрах. Чирлекенсен хушшинче 17 ҫула ҫитмен ачасем ытларах (65,2 процент). 56 ҫынна (0,8 процент) госпитализациленӗ, ку иртнӗ эрнери кӑтартуран кӑшт пӗчӗкрех. Ҫав хушӑрах сезон пуҫланнӑранпа республикӑра грипӑн лаборатори тӗлӗшӗнчен ҫирӗплетнӗ тӗслӗхӗсене регистрацилемен. ОРВИ пуҫаракансен хушшинче риновируссем, парагрипп вирусӗсем тата аденовируссем хуҫаланаҫҫӗ. Профилактикӑн тӗп ҫул-йӗрӗ вакцинаци пулать. Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлав министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Марина Сергеева пӗлтернӗ тӑрӑх, октябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑра 8,5 пин ачана (планран 5,1 процент) тата 72,5 пин аслă ÿсĕмри ҫынна (планран 18,1 процент) прививка тунӑ. Ҫитӗннӗ ҫынсене вакцинацилесси пысӑк хӑвӑртлӑхпа Канаш, Шупашкар, Етӗрне, Елчӗк тата Патӑрьел муниципалитет округӗсенче пырать. Пӗчӗк хӑвӑртлӑхпа — Ҫӗмӗрле, Вӑрнар тата Йӗпреҫ тӑрӑхӗсенче. Вакцина кая юлса килнӗрен ачасене вакцинаци тӑвасси кая юлса пуҫланнӑ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патӑрьел, Шӑмӑршӑ тата Комсомольски муниципалитет округӗсенче шкул ачисене вакцинаци тӑвассине хӑвӑртлатма хушнӑ. Вӗсенче ӑна пуҫламан.

«Муниципалитетсене медицина организацийӗсемпе пӗрле вакцинаци тӑвассине хӑвӑртлатма ыйтатӑп. Вӗренӳ министерствин ку ыйтӑва тӗрӗслесе тӑмалла. Ҫанталӑк условийӗсем тата эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ май панӑ вӑхӑтра пур ресурссемпе май килнӗ таран тухӑҫлӑ усӑ курни тата прививка тӑвассипе пурне те тивӗҫтерни пӗлтерӗшлӗ», – палӑртнӑ регион ертӳҫи.

Кӑҫалхи сезонта федераци бюджечӗн шучӗпе пурӗ 433 090 доза вакцина илсе килессе кӗтеҫҫӗ. Тата республика бюджетӗнчен 35 млн тенкӗ уйӑрнӑ. 70 000 доза туяннӑ – ку иртнӗ эпидсезонринчен 2,3 хут нумайрах. Унпа пӗрлех пневмококк инфекцине хирӗҫ иммунизаци ӗҫӗ пырать: хӑрушлӑхра шутланакан ушкӑнсенчи 60 ҫултан аслӑрах 15 пин ытла ҫынна прививка тума палӑртнӑ. Вакцинӑсене туяннӑ, пӗтӗм партие медорганизацисене панӑ. Иммунизаци активлӑ фазӑра.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби.

Муркаш район тĕп больницинчен пĕлтернĕ тăрăх, тунтикуна грипран 475 ачана тата 1634 аслă ÿсĕмри çынна прививка тунă. Аслисем валли больницăра тата 1 пин ытла доза пур. Çывăх вăхăтра вакцина тата илсе килессине палăртаççĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1