Раççей правительстви 2027 çулхи уяв тата кану кунĕсен календарьне çирĕплетнĕ.
Çитес çулхи январĕн 2 тата 3-мĕшĕсем шăматкунпа вырсарникуна лекеççĕ. Вĕсене эрнекунсене ноябрĕн 5-мĕшне тата декабрĕн 31-мĕшне куçарма йышăннă. Шăматкуна лекекен февралĕн 20-мĕшне тунтикуна февралĕн 22-мĕшне куçарнă.
Çапла вара 2027 çулта пире çак кану кунĕсем кĕтеççĕ:
2026 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнчен – 2027 çулхи январĕн 10-мĕшĕччен;
Февралĕн 21 – 23-мĕшĕсенче;
Мартăн 6 – 8-мĕшĕсенче;
Майăн 1 – 3-мĕшĕсенче;
Майăн 8 – 10-мĕшĕсенче;
Июнĕн 12 – 14-мĕшĕсенче;
Ноябрĕн 4 – 7-мĕшĕсенче.
Октябрь 2026 |
