«Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Геннадий Аверкиевич Викторов механизатор нумай вăхăт Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе 2021 çулхи юпа уйăхĕн 25 - мĕшĕнче тивĕçнĕ.
Йывăрлăхран хăранипе малалла каяйманнине кашниех ăнланатпăр. Шаннă ĕçе чунне парса пурнăçлаканăн пурнăç çулĕ уçăлать, чыс-хисепĕ ÿсет. Геннадий Аверкиевичпа пуçарнă калаçура манăн пĕрремĕш ыйту çапла пулчĕ: «Эсир хăвăр пурнăçа ялпа, çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнишĕн нихăçан та куллянман-и?». Кăна илтсен пĕлĕшĕм çиччĕ виçсе пăхса çакăн пек хурав пачĕ:
– Пиллĕк ача çуратса ÿстернĕ аттепе анне Турай территори пайĕнчи Анаткасси ялĕнче пурнăç йăви çавăрнă. Хăйсен ĕç ĕмĕрне вĕсем Суворов яч. хис. пĕрлешÿллĕ хуçалăхра ирттернĕ: вăрăм укçа шыраса тăван килне хупса аяккалла тухса кайман. Атте, Аверкий Викторович, тăван хуçалăхри тĕрлĕ ĕçе хутшăннă. Анне вара, Вера Мефодьевна, ĕç ĕмĕрĕпех ĕне сунă çĕрте тăрăшнă. Иккĕшĕ те шаннă ĕçре ÿсĕмлĕ вăй хунипе кайрисен ретне юлса пит хĕретмен. Эпĕ те, виçĕ йăмăкпа шăллăм та тăтăшах аннене пулăшма фермăна çÿрени асрах. Кунпа пĕрлех кил хуçалăхри ĕçсене вăхăтра пурнăçлассинчен те пăрăнман эпир: акнă, лартнă, çумпа кĕрешнĕ, пахча çимĕç пуçтарнă, утă хатĕрленĕ. Атте-анне ачаран ĕçе вĕрентни пире пурнăçра ĕçпе туслаштарчĕ те, – майĕпен пуçларĕ калаçăва тивĕçлĕ канури ĕç ветеранĕ. Йышлă çемьери ачасем вăхăт çитсен Турайĕнчи вăтам шкулта ăс пухса пурнăç çулĕ çине тăнă. Ачаллах çĕр ĕçĕпе туслашнă Гена вара инçе çул шыраман. Вăл тырă-пулă акса ÿстерес, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе кÿлĕннĕ. Паян вăл хăйĕн çак утăмĕшĕн пĕрре те кулянмасть. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле туса илнĕ пахча çимĕçпе, улма-çырлапа, аш-какайпа, сĕт-турăхпа, пĕрле пĕçернĕ хуран кукăлĕпе ÿссе аталаннă каччă 1979 çулта вăтам шкултан аттестатпа пĕрле тракторист-водитель удостоверенийĕ илсе пурнăç çулĕ çине тухать. Вăтам пĕлÿ пур, специальнăç алăра – мĕн шырамалла тата? Шкултах хăйĕн пурнăç çулне палăртнă каччă уйăхранах пĕрлешÿллĕ хуçалăх кантурне механизаторта вăй хума ĕç шыраса пырать. Хуçалăха 1964 – 1988 çулсенче ертсе пынă Василий Павлов ырă шухăшлă çамрăка кăмăллă йышăнать, унăн тĕллевĕсемпе интересленет. Ашшĕ-амăшне пĕлнĕрен ывăлĕ те тĕрĕс çул шыранине ăнланса Василий Павлович ăна ДТ-75 трактор шанса парать, тĕллевсемпе паллаштарать. Гусеницăллă трактора ĕçе хатĕрленĕ хыççăн техникăпа туслашнă 17 çулхи каччă çав çулхинех сенаж янтăлама хутшăнать. Çур çултан салтак каймаллискер кĕске вăхăтрах выльăх апачĕ хатĕрлет, кĕрхи ĕçсене хутшăнса çĕртме сухи тăвать. Ĕçрен пăрăнман Генăн 1980 çулхи çуркунне çара кайма ят тухать. Сывлăхĕ çирĕппине кура çĕршыв ăна Чехословакинчи çар ушкăнĕнче службăра тăма повестка парать. Икĕ çул ют çĕршывра пулнипе унта çĕрпе епле хуçаланнине вăл хăй куçĕпе курса ĕненет. «Пирĕн мĕншĕн апла перекетлĕ пулас мар-ха?» – çуралать çамрăк салтакăн шухăшĕ. Ку унăн малашлăх ĕçĕнчи тирпейлĕх шăнăрĕ пулса тăрать те. 1982 çулхи çуркунне çартан таврăннă саппасри салтак хуçалăхри Т-40 тракторпа ĕçлеме пуçлать. 8 çул вăй хунă хыççăн шанчăклă çамрăка ГАЗ-52 автомашина çирĕплетсе параççĕ. Унпа ĕçленĕ хушăрах техникăна юратакан çамрăк хăй пуçарăвĕпе хуçалăх валли дизельпе ĕçлекен ГАЗ-53 автомашина пуçтарать. Ĕçе хăй еккипе яман каччăна кĕçех хуçалăхри 1-мĕш уй-хир бригадине ертсе пыма шанаççĕ. 9 çул вăл хăй пуçтарнă автомашинăпа ĕçлет, Владислав Трофимов председатель пулнă вăхăтра вăл уй-хир бригадине те ăнăçлă ертсе пырать. Ĕçлекене шанаççĕ. Çапла вара хăйне ырă енчен çеç кăтартнă ĕçчене 2000 çулта каллех МТЗ-80 шанса параççĕ. Вăл тырă акма, хире тислĕк кăларма хутшăнать. Ĕçе вăхăтра пурнăçлаканскере хуçалăх тилхепине тытнă Владимир Андреев тĕп инженер пулма шанать. Кунта 10 çула яхăн ĕçлесе хуçалăх ертÿçи пулăшнипе вĕсем «хир карапĕсен» паркне çĕнетеççĕ. Кооператива пĕрремĕш килнĕ «Акрос-530» комбайна нумай çул Радонеж Кузнецов комбайнер ăнăçлă ĕçлеттернине кура хуçалăх çак марккăллă «хир карапĕсене» татах туянать. Тракторпа машина паркĕ дизельпе ĕçлекен 3 автомашинăпа, çĕнĕ МТЗ-82 тракторсемпе тата виçĕ Т-150 «хурçă утсемпе», автомашинăсемпе пуянланать. Вĕсемпе çамрăк механизаторсемпе водительсем ĕçлеме пуçлаççĕ. Техникăпа тухăçлă тата перекетлĕ ĕçлени тыр-пул тухăçне гектар пуçне 30 центнертан ирттерет. Геннадий Аверкиевич тивĕçлĕ канăва фермăра 3 çул сĕт комплексĕн слесарĕнче ĕçлесе тухнă. Вĕсем мăшăрĕпе – Людмила Георгиевнăпа – çемье çавăрни кăçал 41 çул. Çак хушăра туслă та ĕçченскерсем 3 ывăла çара юрăхлă çуратса ÿстернĕ. Вĕсем паян пурте çемьеллĕ, 5 мăнукĕпе яла килсе аслашшĕпе асламăшне тăтăшах савăнтараççĕ. Чăваш Республикин, Муркаш муниципалитет округĕн, Суворов яч. хис. хуçалăхăн Хисеп грамотисене пĕрре мар тивĕçнĕ Геннадий Аверкиевичпа мăшăрĕ паян килти хушма хуçалăхра сумалли 2 ĕне тытаççĕ, продукцие тăван хуçалăха параççĕ.
– Ĕçлемелле, умри ĕçе чуна парса пурнăçламалла, юратса тунă ĕç тата пурнăçпа тан пыма тăрăшни ĕмĕре тăсать, халăх умĕнче пит хĕретме памасть, – вĕçлерĕ калаçăва Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Анатолий БЕЛОВ.
Октябрь 2026 |
