Октябрĕн 10-мĕшĕнче «Сывлăх» спорт шкулĕнче Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Хисеп палли» орден кавалерĕ Платон Павлович Давыдов ячĕпе волейбол турнирĕ иртет.
Платон Давыдов вăтăр çул ытла «Ударник» хуçалăха ăнăçлă ертсе пынă. Çĕр улми туса илессипе хуçалăх пĕтĕм çĕршыв шайĕнче палăрнă. Ертÿçĕ тăван тăрăха аталантарассипе те нумай тăрăшнă. Турнира округри, республикăри тата Атăлçи федераци округĕнчи командăсем хутшăнаççĕ. Вăйăсем «Сывлăх» спорт шкулĕнче тата Муркаш, Оринин шкулĕсенче иртеççĕ. Спорт уявне 10 сехетре «Сывлăх» спорт шкулĕнче чаплă лару-тăрура уçаççĕ.
Октябрь 2026 |
