Икĕ вăрçă витĕр тухнă ветеран

Категория: Общество Опубликовано: 01.10.2026, 10:13 Просмотров: 24

Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Чикме уездĕнчи (халĕ Чăваш Республикин Муркаш муниципалитет округĕ) Юнкăпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тата ун хыççăн Хĕвел тухăçĕнче яппун самурайĕсене çапса аркатма хутшăннă Матвей Яковлевич ЯНДУШКИН çуралнăранпа 115 çул (1911 – 1983) çитрĕ.

Пирĕн ентешĕн архивра упранса юлнă çырăвĕсем унăн вăрçăри çулне куç умне туллин кăларма пулăшнă пекех, вăрçă йывăрлăхĕсене тÿссе ирттерсе мирлĕ пурнăçра та тăрăшса вăй хунă арçыннăн чĕрĕ сассине илтме те, унăн сăмахĕсем урлă çав йывăр вăхăт пирки паян пурăнакансене тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тума та май параççĕ. Матвей Яковлевич хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ, çăкăр йывăç çинче çитĕнменнине ачаран аван пĕлнĕ. Унăн ашшĕ, Яков Герасимович, хресчен ачи пулнă, Тăван çĕршыва мĕн пĕчĕкрен юратса ÿснĕ. Урăхла пулма та пултарайман. Вăхăт çитсен вăл алла пăшал тытса Граждан вăрçин çулĕсенче (1917 – 1922) хĕрлисем енче пулса революцие хÿтĕленĕ. Çĕнĕ пурнăçра ура çине тăнă унăн ывăлĕ Матвей та, 1933 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа 2 çул Хĕрлĕ çар ретĕнче службăра пулнă, çĕршывра пурнăçри çĕнĕлĕхсене вăй илме пулăшнă. Анчах хресчен ачи хăйĕн малашлăх çулĕсене çĕр ĕçĕнчех курнă. Çар ретĕнчех çамрăк салтакăн çĕр ĕçĕпе тĕллевлĕ вăй хума пĕлÿ илес ĕмĕт çуралать. Çапла вара алăран сухапуç вĕçертмесĕрех вăл Чăваш ял хуçалăх техникумне (паян – Раççей Геройĕ Е. Александров ячĕллĕ Чăваш аграри колледжĕ) вĕренме кĕрет. Унтан вĕренсе тухсан чун ыйтнипе тăван хуçалăхра агроном ĕçне кÿлĕнет. Çамрăк специалистăн ĕмĕчĕсем те пысăк пулнă. Анчах Юнкăпуç арçыннĕн Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрсе пĕлĕве ÿстерес шухăшне 1941 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи татать. Хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ, çĕр ĕçне туллин алла илме пуçланă 30 çулхи вăй питти арçын Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан иккĕмĕш куннех хăйĕн ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çар ретне тăрать. Салтак служби артиллери полкĕнче пуçăнать. Тăван енпе çыру урлă çеç çыхăну тытмалли юлнă. Фронтпа тыл хушшинчи ку çыхăну вăл вăхăтра пĕр кăлтăксăр ĕçленĕ. «Паян 12 сехет тĕлне Мускав облаçĕнчи Коломна хулине çитрĕмĕр. Чулхула урлă килме талăк иртрĕ. Кунта пире çар çипуçĕпе тивĕçтерме шантараççĕ», – çырнă вăл фронтран тăван килне 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче янă пĕрремĕш çырăвĕнче. Кун хыççăн çырусем икĕ енĕпе те тăтăшах çÿренĕ. Матвей Яковлевич хăйĕн çар чаçĕ тăракан вырăнти çут çанталăк условийĕсем пирки, çар цензурине пăхмасăрах фронтри лару-тăру çинчен май пур таран çырса пĕлтернĕ, пирĕн салтаксем паттăррăн çапăçнăран вăрçă нумая тăсăлмассине те каланă.

Фронт вăл кил карти мар. Пирĕн ентеш Хĕвел анăç фрончĕн 43-мĕш армийĕн гаубицăллă 590-мĕш артиллери полкĕн 7-мĕш батарея тытăмĕнче Мускава хÿтĕленĕ çĕре хутшăннă. Вĕсен полкĕ малтанах фронт линийĕнчен 50 – 60 километрта Подольск районĕнче тăнă. Тăшман тĕп хуламăр патне çывхарнă чухне вĕсен çар чаçне Мускавран 10 – 15 километрта вырнаçтарнă. Тĕп хуламăршăн хĕрÿ çапăçусем пуçланнă чух вĕсем шăпах малти линире пулнă. Фронтовикпа тăванĕсем хушшинче çырусем çав-çавах чарăнмасăр çÿренĕ. 1942 çулхи çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче фронтран килнĕ çырăвĕнче Матвей Яковлевич ырă улшăнусем пуласса шаннине пĕлтерет: «Шăпа мĕнле çырнă ĕнтĕ унта, анчах эпир киле таса-сывă таврăнасси пирки шутлатпăр. Ку таранччен эпир фронта пĕрле килнисем – кĕçех 11 уйăх – пурте пĕрле, таса та сывă». 1942 çулхи çуркунне гаубицăллă 590-мĕш артиллери полкĕн никĕсĕ çинче гаубицăллă 1222-мĕш артиллери полкне йĕркелеççĕ. Матвей Яндушкин артиллерист 4-мĕш батарейăра службăна малалла тăсать. Вăл легендарлă «Катюшăсен» тусĕ пулса тăрать. 1942 çулхи авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнчи çырăвĕнче вăл хăйсен чаçĕ маларах вăхăтра пулма тÿр килнĕ Подольск хулинчен 7 километрта – Мускавран 34 километрта – тăни пирки çырса пĕлтерет: «...Хуласем хушшинче кашни сехетре майлах электропоезд çÿрет... Хăрушлăхĕ вара самай...». 1943 çулхи ака-çĕртме уйăхĕсенче Матвей Яковлевича Мускавран Çĕпĕре командировкăна яраççĕ. Çĕнĕ вырăнти çар служби артиллеристсем хатĕрлекен Пĕрремĕш Томск училищинче пуçăнать. Кунти служба тивĕçĕ ăна тĕрлĕ çĕре илсе çитерет. Çапла вара виçĕ уйăх хушшинче чăваш салтакĕ Новосибирск, Томск, Свердловск хулисенче пулса курать. Унта-кунта пулсан та, Çĕпĕр климачĕ Чăваш салтакне чуна каймасть. Кун пирки вăл Томскран Мускава таврăннă чухне çапла çырать: «Вакунра пыратпăр. Ăçта çитни пирки тĕрĕссине калаймастăп... Виçĕ уйăх Çĕпĕр касса çÿрерĕмĕр, халĕ вара каялла». 1943 çулхи çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнчи çырăвĕнчен вăл хăйсен çар чаçĕ Мускавран 25 километрта вырнаçни çинчен пĕлтерет. Кунта вăл танксемпе кĕрешекен уйрăм артиллери дивизионĕнче тĕп ĕçпе пĕрлех пĕр вăхăт чаçри çыруçă (писарь) пулни те куç умне тухать. Фронтри Матвей Яковлевич çыру çÿретнисем хушшинче унăн шăллĕ Федор уйрăм вырăн йышăнни паллă. Вĕсем 1940 çулхи çурла уйăхĕнченпе тĕл пулман. Федор Яковлевич Хусанти патшалăх университечĕн географи факультетĕнчен вĕренсе тухсан 1942 çулхи çулла фронта тухса кайнă. Вăл 3-мĕш танк армийĕнчи батальон радисчĕ пулнă. Хăйĕн çар чаçĕпе пĕрле Федор Воронеж тата пĕрремĕш Украина фрончĕсенче çапăçнă, Днепр юхан шывĕ урлă каçнă. 1943 çулхи юпа уйăхĕнче Киева ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенче йывăр аманнă. Госпитальсенче нумай сывалнă хыççăн 1944 çулта киле таврăннă. Çакăн çинчен пĕлсен Матвей Венгрирен çакăн пек çыру çырса ярать: «Эсĕ килте пулни мана питĕ савăнтарать. Ĕçе вырнаçатăн пулсан тата лайăхрах пулатчĕ». Ку вăхăта Матвей Яковлевич фронтовик вăрçăн пысăк çулĕпе утса тухнă. Вăл Мускавпа Смоленска хÿтĕленĕ, Украинăпа Румыние тата Венгрие ирĕке кăларнă. Çĕнтерÿ кунне Чехословакин тĕп хулинче – Прагăра – кĕтсе илнĕ. 1944 çулхи чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче вăл шăллĕ патне çакăн пек шухăшлă çыру çырать: «...Иртнĕ çулсенче мана тĕрлĕ çĕршывра пулса курма тÿр килчĕ. Эсĕ вĕсене университетра вĕреннĕ пулсан, мана вĕсем пирки çул çÿревре пĕлÿ пухма тиврĕ...».

Матвейшăн çар службин çулĕсем Германи капитуляци тунипе вĕçленмен. Çĕнтерÿ кунĕ хыççăн пирĕн ентеш Прагăран Омска таврăннă. 1945 çулхи çу кунĕсенче вăл службăра тăракан çар чаçĕ Маньчжурие яппун самурайĕсенчен ирĕке кăларма хутшăнать. Шăллĕ патне çырнă пĕр çырура çакăн пек йĕркесем пур: «Кунта пирĕнпе юнашар вырнаçнă садсенче грушăсемпе пан улмисем тата виноград йышлă ÿснине пăхма кăмăллă...

Пурăнакансем ытларах китаецсем, вырăссем те тĕл пулаççĕ, японецсем те сахал мар. Китаецсем – ĕçе юратакан халăх. Вĕсем эпир килнишĕн савăнаççĕ, пире май пур чухлĕ пулăшаççĕ, ăшшăн тав тăваççĕ». Тепĕр çырура вара тăван килтен нумай вăхăта уйрăлнишĕн тунсăхлани сисĕнет:

«...Вăрçă çулĕсене вĕçлеме шăпа мана Инçет Хĕвел тухăçне çитерчĕ. Çапла вара иккĕмĕш çул эпĕ чикĕ тулашĕнче Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕлетĕп. Тăватă çул та тăватă уйăх эпĕ килте пулман – çакна эпĕ халĕ тин туйма пуçларăм...».

СССРăн Европа пайĕнче вăрçă чарăннине пăхмасăрах Инçет Хĕвел тухăçĕнчи демобилизаци питĕ ерипен пынă. Маларах асăннă çырурах Матвей Яковлевич тунсăхлăн çакна палăртать: «Демобилизаци пирки калакан саккун Инçет Хĕвел тухăçĕнчи çар чаçĕсем тăрăх ерипен сарăлса пырать, пирĕн патăмăртан хальлĕхе киле каякан пулман-ха». Вăрçă çулĕсенче пирĕн ентеш виçĕ хутчен аманнă. Юсаннă та каллех тăшманпа çапăçма тухнă – киле кайса канма вăхăт пулман. 1946 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Федор патне çырнă çырăвĕнче хăйсем уйрăм пулнине çапла пĕтĕмлетет: «...Федор, пире 1940 çулхи çурла уйăхĕнче Ильинка пристанĕ икĕ еннелле уйăрса ячĕ. Ун хыççăн эпир пĕрре те тĕл пулман. Пирĕн уйрăлăва кĕçех 6 çул пулать. Çак вăхăтра эпĕ шăпа пÿрнипе тĕрлĕ çĕршыва çитсе куртăм, анчах сана кураймарăм. Эпир хамăр хушăра кам ăçтине пĕлсе тăнă, паллах, анчах... Вăрçă çулĕсем хыçа юлчĕç ĕнтĕ. Киле таврăнмалла та тĕл пулса калаçмалла».

Матвей Яковлевича демобилизаци йĕркипе 1946 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче киле янă. Яла таврăнсан вăл «Новая Юнга» хуçалăхрах ĕçлеме пуçланă: малтан – счетовод, кайран – бухгалтер-ревизор. Ĕçрен пăрăнман, икĕ вăрçă витĕр тухнă хресчен мирлĕ пурнăçшăн тăрăшнă. Унăн çарти паттăрлăхне «Паттăрлăхшăн», «Мускава хÿтĕленĕшĕн», «1941 – 1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Прагăна ирĕке кăларнăшăн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе чысланă. Матвей Яковлевич Яндушкин тулли пурнăç пурăнса ирттернĕ. Унăн чĕри 1983 çулхи кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче тапма чарăннă. Вăрçă паттăрĕн пурнăçĕ – вăл пурăннă вăхăтри ăрăвăн мухтавĕ. Фронтран килнĕ çырусем, паян илсе кăтартнă унти йĕркесем – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хакне вăхăт иртнине пăхмасăр çухатман паллăсем. Вĕсене вуласа эпир Мускавран Прагăна, кайран Инçет Хĕвел тухăçне çитнĕ хамăр ентешĕн пурнăçĕпе туллин паллашма, вăрçă çулĕпе нумай утнă салтакăн уçă сассине илтме пултаратпăр.

Сăн ÿкерчĕкре: М. Я. Яндушкин студент çулĕсенче (1939 – 1940 çç.).

Татьяна САВИНОВА, Чăваш Республикин Культура министерствин «Чăваш Республикин хальхи историйĕн патшалăх архивĕ» бюджет учрежденийĕн документсемпе тата публикацисемпе усă курас пайăн тĕп архивисчĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить