Тÿрлетни

Категория: Общество Опубликовано: 01.10.2026, 10:00 Просмотров: 19

Муркаш район хаçачĕн 2026 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнчи номерте Анатолий Белов çырнă «Пурнăç илемне курма пĕлеççĕ» статьяра автор тимсĕрлĕхĕпе 7-8-мĕш абзацсенче йăнăшсем кайнă.

Тĕрĕссипе çапла вуламалла: Шашкăлла выляссипе арçынсемпе хĕрарăмсем уйрăммăн вăй виçрĕç. Арçынсем хушшинче шашкăлла выляссипе Мăн Сĕнтĕр командинчи Виталий Егоров палăрчĕ. Вăл 7 вăйăра 5,5 очко пухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Муркаш территори пайĕнчи Валериан Павлов, виççĕмĕшĕ – Уйкас Янасал территори пайĕнчи Георгий Лукин. Хĕрарăмсем хушшинче те шашкăлла выляссипе юлашки вăйăчченех интерес тĕп вырăнта пулчĕ. Хĕрарăмсем хушшинче 7 вăйăра, фестивале хутшăнакансене пурне те çĕнтерсе, Муркашра пурăнакан Анфиса Анисимова çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Мăн Сĕнтĕрти Альбина Егорова, виççĕмĕшĕ – Орининти Раиса Блинова. Пневматика винтовкинчен тĕл перессипе те кĕрешÿ хĕрÿ пулчĕ.

Арçынсем хушшинче Юнкă территори пайĕнчи Владимир Михайлова çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Шетмĕпуç территори пайĕнчи Петр Никифоров, виççĕмĕшĕ – Оринин территори пайĕнчи Сергей Алексеев.

Хĕрарăмсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Мăн Сĕнтĕр территори пайĕнчи Василиса Яргейкина тухрĕ. Çатракасси территори пайĕнчи Антонина Иванова иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Виççĕмĕш вырăнта – Ильинка территори пайĕнчи Надежда Иванова.

Автор ветерансенчен каçару ыйтать.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить