Юпа уйăхĕ, календарьпе пăхсан, кĕркуннен варри. Ылтăн тумлă уйăх çитес хĕле çул хывать. Çакна пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те, килти хушма хуçалăха тытса пыракансем те лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа вĕсем кашниех паян кĕрхи уяр кунсен кашни сехечĕпе туллин усă курса иртнĕ çу кунĕсенче мĕн акса-лартса ÿстернине тĕплĕ пухса кĕртес ĕçе вăхăтлă вĕçлессипе тăрăшса ĕçлеççĕ. Кунпа пĕрлех çĕр ĕçченĕ халĕ пахчара çитес çулхи ăнăçлă ĕç-пуç валли çирĕп никĕс хывса хăвармалли тапхăр пулнине те аван ăнланать. Ку вăл – килти хушма хуçалăх тытакан кашни пахчаçăшăн чи ответлă самант.
Чечек ÿстерессипе специализациленекенсем те юпа уйăхĕнчи кунсем хĕл умĕнхи чи пĕлтерĕшлĕ вăхăт пулнине шута хурса ĕçлеме тăрăшаççĕ. Çапла вара килти хушма хуçалăха малашлăха пăхса аталантаракан чечек ăстин кĕр варринче те ĕç сахал мар. Иртнĕ уйăхра чылайăшĕ хĕл валли тюльпан, лили, нарцисс лартса хăварчĕç пулĕ ĕнтĕ. Çавăн пекех паян нумай çул ÿсекен чечексене те çĕнĕрен куçарса лартма тăрăшмалла. Сивĕсем алăкран шакканă вăхăтра тăм тивесрен розăсен тĕммисене купалама манмалла мар. Ытти чечексем те тимлĕх ыйтнине шута илсе ку вăхăтра бегонисемпе гиацинтсен пуçĕсене кăларса типĕ çĕре упрама хума тăрăшмалла. Пахчара пĕрремĕш тăм ÿкиччен пурнăçламалли ĕçсем паян та кун йĕркинчех пулмалла. Вĕсене вăхăтра пурнăçлани сад-пахчан тата чечек йăранĕсен çитес çулхи илемĕпе тачă çыхăннă. Маларах каланине пĕтĕмлетсе хамăр вулакансене агротехникăна пăхăнса пахчара çывăх вăхăтра пурнăçламалли ĕçсем пирки аса илтеретĕп. Вĕсене халĕ пурнăçлама ĕçĕ ансат, вăхăчĕ те нумай кирлĕ мар:
1. Пĕрремĕш тăм ÿкнĕ хыççăнах георгин чечекĕн çеçкине касса пăрахмалла, тымарĕсене кăларса шывпа çумалла, марганцовка шĕвекĕнче 15 минут тытмалла. Унтан хуппи хытмашкăн типĕ сарайне хумалла. Тепĕр эрнерен тымарсене упранма пуçтарса хума та юрать. Кашни тымарăн туна татăкĕ пулмалла. Тĕмме пайламалла, унсăрăн сорт пахалăхĕ пĕтме пултарать.
2. Кăларнă тымарсене тăпраран тасатмалла, чÿречисемпе алăкĕсене уçнă теплицăна типмешкĕн хумалла.
Тепĕр 5-6 кун иртсен вĕт тымарсенчен тасатса тунине тымар мăйĕнчен 3-4 см хăварса касмалла.
Каснă вырăнсене извеç çăнăхĕпе сăтăрсан лайăх пулать тесе шутлатăп. 20-25 градус ăшăра пĕр эрне вырттарнă хыççăн георгин хуппи те, каснă вырăн та хытаççĕ. Çакăн хыççăн чечек тĕммисене ешчĕксене тирпейлесе вырнаçтармалла. Лайăх тирпейлесе упрама лартнă георгинсем ăнăçлă хĕл каçаççĕ.
Çанталăк сивĕ еннелле кайма пуçланă май паян-ыранах килти хушма хуçалăхра чечексемпе ĕçлекенсен хăйсен йăранĕсем çинчи пионсен, флокссен, астильбăсен çĕр çийĕнчи пайĕсене касмалла. Ириссен çулçисене çĕр çийĕнчен 15 см çÿллĕш хăварса иртмелле. Çакăн хыççăн чечексене 1 процентлă бордос шĕвекĕпе (çур литр шыва 1 чей кашăкĕ им-çам ямалла) шăвармалла.
Кил-çурт таврашĕнче газонсем пур пулсассăн унти курăка хĕле кĕриччен çулмалла. Ахальлĕн çуркунне типĕ курăк пусăрăннипе ешĕл курăк пĕр тикĕс шăтаймасть, ăна пула пахча та илемлĕ курăнмасть.
Чечек ăсти умĕнчи паянхи ĕçсем ансат, анчах вĕсем хăйсене вăхăтра пурнăçлама ыйтаççĕ. Çавăн чухне çеç çитес çулхи сад-пахча илемĕ пирки те ĕмĕтленме май пулĕ.
Алексей СЕМЕНОВ, пахчаçă-агроном.
Октябрь 2026 |
