Çулсем иртнĕ май пирĕнтен кашниех истори страницисене уçса пăхма кăмăллать. Аслă ăрурисен тĕрлĕ тапхăрти паттăрлăхĕпе паллашма çамрăк ăрăва уйрăмах кăсăклă. Унта хамăр ентешсен кун-çулне тишкерни пирĕн ума тăтăшах çĕннине кăларать. Çутă малашлăха шанса хăйсен пурнăçне çĕршыв аталанăвне, çамрăк ăрусен пуласлăхне халалланă паттăрсен ячĕсене пирĕн манма юрамастех.
Аслă асаттесем çапăçу хирĕнче 1941 – 1945 çулсенче юн тăкса фашизма çăварлăхланă йывăр та тискер вăрçă историе тарăнрах юлса пырать ĕнтĕ. «Ан пултăрччĕ вăрçă», – тетчĕç кăшт ĕлĕкрех фронтран сывă таврăннисем, çĕршыв интересĕсене хÿтĕлесе тĕрлĕ вырăнта çапăçу хирне тухма тивнисем. Паян та ятарлă çар операцине хутшăнакансем тĕл пулусенчи калаçăва ытларах çавăн таврах ирттереççĕ. Ан пултăрччĕ вăрçă... Анчах çĕр çинче ырăпа усал кĕрешнĕ чух вăрçă вут-çулăмĕ час-часах пирĕн тавра явăнать, ашшĕ-амăшĕсемпе çывăх тăванĕсен куççульне юхтарать, çамрăксен малашлăх ĕмĕчĕсене татать.
Çĕршыв интересĕсене тĕпе хурса арçын тивĕçне вăрçă хирĕнче пурнăçланисем кашниех ырă сăмаха тивĕç. Ăна пирĕн сÿнме памасăр ăруран ăрăва куçарса пымалла. Çулсем иртсен те пирĕн кашнин паттăрлăхне асра тытмалла. Çĕршыва хÿтĕлекенсем нихăçан та манăçмалла мар.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшманпа паттăррăн çапăçса чи маттуррисем Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри – Етĕрне уесĕнчи (паян Муркаш муниципалитет округĕнчи) Якаткассинче 1906 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче çуралнă Яков Анисимов. Шкулта лайăх вĕреннĕ каччă çул çитсен Чулхулари коммунистсен институтне вĕренме кĕрет. Унтан таврăнсан Чуманкассинчи вулав çуртĕнче вăй хурать, Отарккăра пурăнакансене вулама-çырма вĕрентет. Çамрăк коммунист Хĕрлĕ Çарта 1934 çулхи ака уйăхĕнчен пуçласа 1935 çулхи пуш уйăхĕччен службăра тăрать. Яла таврăнсан вăл тăтăшах халăх хушшинче пĕлÿ сарассипе тăрăшать. 1939 çулхи кăрлач уйăхĕнче Советски районĕн çар комиссариачĕ ăна каллех çар ретне илет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланас умĕн пирĕн ентеш Сĕнтĕр районĕн çар комиссарĕ те пулнă. Çапах та вăрçăн пуçламăш тапхăрĕнчех вăл фронтра тăшманпа çапăçма пуçланă. 1941çулхи августран пуçласа партизансен 1-мĕш Украина фронтĕнче çапăçнăскер, 1944 çулхи çу уйăхĕнчен – Украинăри 2-мĕш тата 3-мĕш фрончĕсенче Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн юн юхтарнă. Паттăр салтак çар приказĕсене пур çĕрте те пĕр пăркаланмасăр вăхăтра пурнăçланипе палăрнă, офицер званине тивĕçнĕ. 1944 çулхи раштав уйăхĕн 4-5-мĕшĕсенче Яков Анисимов гварди капитан ертсе пыракан ушкăн тăшман вут-çулăмĕ айĕнчех Дунай юхан шывĕ урлă каçса Эрчи ялĕ çывăхĕнче фашистсемпе çапăçăва кĕрсе хамăрăн батальона хăйсем хыççăн шыв урлă каçма çул уçать. Çак çапăçура унăн ушкăнĕ плацдарм йышăнса пирĕн çарсене малалла ăнăçлă тапăнма май туса парать. Çак çапăçура вăл граната ывăтса тăшманăн пулемет расчетне тĕп тăвать, минометпа персе тăшманăн автомашинине сиктерсе ярать. Фашистсен контратакине сирнĕ вăхăтра хăйĕн тĕслĕхĕпе хăй ертсе пыракан батальон салтакĕсене атакăна çĕклесе тăшмана çапса аркатать. Унăн подразделенийĕ Украинăна, Румыние, Венгрие ирĕке кăларма хутшăнса паттăрлăх кăтартать.
Фронтри хастарлăхшăн Яков Анисимова Ленин орденĕпе, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш степень орденĕпе наградăланă. Анчах пирĕн ентеш черетлĕ хĕрÿ çапăçура вилмеллех аманать. Паттăрла пуç хунă офицера вилнĕ хыççăн 1945 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕ ят панă. Унăн ячĕпе халĕ Шупашкарта урама ят панă.
Анатолий ПЕТРОВ.
Октябрь 2026 |
