Çулленех уй-хир ĕçĕсене вĕçлесен Муркаш тăрăхĕнчи ял çыннисем Тыр- пул уявне пуçтарăнаççĕ. Кăçал уяв октябрĕн 23-мĕшĕнче иртет.
Уява 11 сехетре Муркашри тĕп лапамра округ пуçлăхĕ Александр Иванов уçать. Вăл уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетет.
Тĕп вырăнта – çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен вăй хунă çĕр ĕçченĕсене чысласси. Ĕçре палăрнисене сцена çине кăларса Хисеп хучĕсем, хаклă парнесем параççĕ.
Уявра «Кĕр парнисем» выставкăпа паллашма пулать.
Ача-пăча пултарулăх выставки те куракансене йыхравлĕ.
Уявра кунĕпех юрă-кĕвĕ янăрĕ.
Территори пайĕсем те кĕр пуянлăхĕпе паллашма чĕнĕç.
Суту-илÿ предприятийĕсем, хуçалăхсем, фермерсем тĕрлĕ апат-çимĕç сĕнĕç.
Мини-футбол турнирĕ хастаррисене палăртĕ.
Пурне те уява чĕнетпĕр.
Йĕркелÿ комитечĕ.
Октябрь 2026 |
