Библиотека та пурнăçпа тан пынă

Категория: Общество Опубликовано: 15.10.2026, 09:45 Просмотров: 22

Сыпай ялĕнче 1925 çулта культура вучахĕ ĕçлеме пуçланă. Вăл вăхăтра библиотека сăмах йăлана кĕменрен кĕнекесем упранакан çурта ялта пурăнакан­сем вулав çурчĕ тесе ят панă. Асăннă вулав çурчĕн малтанхи ĕçĕсене кăтарта­кан хутсем упранса юлманран иртнине паян ялта пурăнакан ватă çынсен аса илĕвĕсемпе çеç сăнласа пама пулать.

Ку тăрăхри пĕрремĕш вулав çурчĕ Иште­рекри пысăках мар çуртра вырнаçнă. Унта ял çыннисем пĕрле пухăнса кĕнекесем вуланă, пĕр-пĕринпе курнăçнă, вуланă кĕнекесене пĕрле сÿтсе явнă. Вулав çурчĕн пĕрремĕш заведующийĕ Чĕмпĕрти Чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă Сĕнтĕрвăрри район çынни Константин Александрович Майоров пулнă. Вăл вулав çуртне плакатсемпе, лозунгсемпе, вырăнта кăларнă стена хаçачĕсемпе, çĕршыв ертÿçисен портречĕсемпе илемлетнĕ. Кунта пухăнакансене вăл тăтăш кĕнекесем вуласа панă, пĕрле сÿтсе явнă. Малтанхи вăхăтра вулав çуртĕнчи кĕнекесен фончĕ 400 экзем­плярпа çеç танлашнă. Анчах вăл та ял çынни­семшĕн вăхăтран вăхăта пухăнса ял пурнăçне сÿтсе явмалли вырăн пулнă.

1930 çулта асăннă вулав çуртне Семен Ни­китич Мамаев ертсе пыма пуçланă. Ялсенче колхозсем тунă йывăр вăхăт пулнă. Анчах выçлăх хуçаланнине, тумтир, атă-пушмак çителĕксĕррине пăхмасăр пĕрре кĕнекепе туслашнисем тăтăшах вулав çуртне пухăннă. Кунта вĕсем ялти, районти, çĕршыври, тĕнче­ри лару-тăрăва сÿтсе явнă, хаçат-журнал ву­ланă, çĕнĕ кĕнекесемпе паллашнă, лекцисем итленĕ, хаçатсем вуланă. Пĕрисем пурнăçпа тан пыма тăрăшнине кура ыттисем те май­ĕпен унта туртăнма пуçланă — вулав çуртне пухăнакансен йышĕ тăтăш ÿснĕ. Кунти çĕнĕ хыпар кашниншĕнех интереслĕ пулнă.

Педагогика курсĕсене пĕтерсен Сыпай шкулне учитель пулса ĕçлеме Иван Павло­вич Федотова çирĕплетнĕ. Ишлей комсомол райкомĕ активлă çамрăка пропагандист пулса ĕçлеме çеç мар, 1933 — 1939 çулсенче вулав çуртне ертсе пыма та шаннă. Ялта клуб пул­манран вулав çуртне Иштерекри тăпăл-тăпăл пÿрте вырнаçтарнă. Тирпейлĕ тытнă çуртра краççын лампи çутинче ялти комсомолецсен, мал туртăмлă çамрăксен пухăвĕсем иртнĕ. Ялти хутла пĕлменлĕхе пĕтерессипе те çак вулав çуртĕнчех вĕрентÿсем иртнĕ.

Вулама тата çырма пĕлменнисен списокне ял Советĕнче тунă. Вĕсене хутла вĕрентесси вăл вăхăтра тĕп вырăнта пулнă. Вĕсем валли ялсенче каçхи шкулсем ĕçленĕ. Çакăн пек пĕр шкула асăннă вулав çуртĕнче те уçнă. Унта за­нятисем ирттерме И. П. Федотова çирĕплетнĕ. Кăнтăрла çĕр ĕçĕнче, уй-хирте, выльăх-чĕр­лĕх патĕнче ĕçленĕ çынсем валли вĕренÿ урокĕсем каçхине пулнă. Аслă ăрурисем хăй­сене Иван Павлович вулама-çырма вĕрентни­не паян та лайăх астăваççĕ.

1939 — 1950 çулсенче вулав çуртне ертсе пыма Сыпайра çуралса ÿснĕ Иван Григорье­вич Григорьева çирĕплетеççĕ. Анат Кĕнерти вăтам шкултан вĕренсе тухнă çамрăк кĕске хушăрах Сыпай мăнаçлăхĕ пулса тăрать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче вăл ВЛКСМăн Ишлей райкомĕн секретарĕнче ĕçленĕ. Кун хыççăн Муркаш районĕнче тухса тăракан хаçатăн секретарĕ, Чăваш патшалăх кĕнеке издательствин техника редакторĕ пулнă, «Ялав» журналăн тата «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн литература сотрудникĕнче, Чăваш Енри писательсен союзĕн пропаганда бюровĕн заведующийĕнче вăй хунă.

1956 çулта Иштерек ялĕнче вулав çурчĕн базинче Сыпайри ял библиотеки уçăлнă. Вăл «Клевер» колхоз правленийĕнче вырнаçнă. Унта кĕнеке фончĕ 2000 экземпляра çитнĕ. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, 1958 çулта ву­лав çуртне Сыпайне куçарнă.

1953 çултан пуçласа 1996 çулччен ялти библиотекăна Галина Шишкина ертсе пынă. Галина Никитична Çĕрпÿри библиотека техни­кумĕнчен вĕренсе тухнă. 1988 çулта Сыпайра çĕнĕ клуб тунă хыççăн вырăнти библиотекă­на сарăлма та çул уçăлнă. Çапла вара кунта кĕнекесен фончĕ те пысăкланнă, вулавçăсен йышĕ те ÿснĕ. Библиотекăра та, ун тулашĕн­че те библиотекарь тăрăшнипе вулавçăсен конференцийĕсем, тематика каçĕсем час- час иртме пуçланă. Галина Никитичнăна би­блиотекăра çеç мар, уй-хир бригадисенче те, выльăх-чĕрлĕх фермисенче те, трактор-ма­шина паркĕпе мастерскойĕнче те, выльăх апачĕ хатĕрлекенсем патĕнче те яланах кĕт­нĕ. Вăл ял çыннисене тăтăшах çĕнĕ кĕнеке­семпе паллаштарнă. Тĕллевлĕ вăй хуни би­блиотекăри вулавçăсен йышне те куç умĕнчех ÿстернĕ. Çынсене кĕнекесемпе паллаштарнă вăхăтрах вăл стена хаçачĕсем кăларма та вăхăт тупнă: çур акинче, утă çинче, вырмара, кĕр акинче, выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте малта пыракансем яланах çын курмалла вырăнта пулнă. Вăл тахçанах тивĕçлĕ канура пулнине пăхмасăр ял çыннисем паян та ун патне ка­наш ыйтма пыраççĕ. 37 çул халăхпа ĕçлесе вăл «Тава тивĕçлĕ ĕçшĕн» медале тивĕçнĕ.

2001 çултанпа паян кунччен Сыпайри би­блиотека ертÿçинче Татьяна Владимировна Васильева ĕçлет.

Паян Сыпайри ял клубĕнче вырнаçнă би­блиотекăна 520 çын çырăннă. Вĕсем валли кунта кĕнеке фончĕ 8269 экземплярпа тан­лашать. Кунсăр пуçне библиотека периодика изданийĕсене 7 тĕрлĕ çырăнса илет. Библио­текăра пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ вулавçăсен ин­тересĕсене тивĕçтерекен «Чиполлино» клуб ĕçлет. Библиотекăпа 6 ялти çынсем тăтăшах тачă çыхăну тытаççĕ. Унта Тури Тăмлайра, Ву­скассинче, Иштерекре, Анатри Тăмлайра, Çĕн Тăмлайра, Сыпайра пурăнакансем çÿреççĕ.

Паян çĕнĕ компьютер техникипе пуян би­блиотека ялсенчи вулавçăсене яланах хăй патне йыхравлать. Кунта кашниех хăйне кир­лĕ литература тупма, пĕлĕве тăтăш анлăлат­ма пултарать.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА, Муркаш муниципалитет округĕн цен­трализациленĕ библиотека системин директорĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1