Платон Давыдов ячӗпе – волейбол турнирӗ

Категория: Общество Опубликовано: 15.10.2026, 09:38 Просмотров: 22

«Сывлӑх» спорт шкулӗнче черетлӗ спорт уявӗ – Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Хисеп палли» орден кавалерӗ Платон Павлович Давыдов ячӗпе волейбол турнирӗ иртрӗ.

са ирттернӗ 13-мӗш турнир регион­сем хушшинчи шая тухрӗ. Ӑмӑртӑва 12 команда килчӗ: Муркаш округӗпе Чӑваш Ен спортсменӗсем ҫумне Йошкар-Олари, Хусанти, Чулхулари, Самарти тата Киров облаҫӗнчи ко­мандӑсем хутшӑнчӗҫ.

Площадкӑра Платон Павловичӑн пысӑк ҫемйи, унӑн тусӗсем, юл­ташӗсем тата округри ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем пулчӗҫ.

Муркаш округӗн пуҫлӑхӗ Алек­сандр Иванов каланӑ тӑрӑх, Платон Павлович тӑван ен историйӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Хӑйӗн ӗҫӗпе Муркаш ҫыннисен нумай ӑрӑвне хавхалантарнӑ. 30 ҫул ытла мал­та пыракан хуҫалӑхсенчен пӗрне – Раҫҫей ял хуҫалӑх наукисен ака­демийӗн Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӗр улми институчӗн «Ударник» предприятине ертсе пынӑ. Вӑл Муркаш районне Раҫҫейӗпех чапа кӑларнӑ. Платон Павлович районпа республикӑн об­щество пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ.

Спорт уявне Анжелика Милосер­дина тата Муркаш ача-пӑча искус­ство шкулӗн «Фантази» ташӑ кол­лективӗ уҫрӗҫ.

Турнира йӗркелекенӗ, Муркаш муниципалитет округӗн волейбол Федерацийӗн председателӗ, депу­татсен округри Пухӑвӗн председа­телӗ тата Платон Павловичӑн ывӑлӗ – Александр Давыдов – ҫамрӑк ташӑҫӑсене, волейболистсен коман­дисене асӑнмалӑх парнесем пачӗ.

«Паян кунта Атӑл ҫи тӑрӑхӗнчи во­лейболистсен чи вӑйлӑ командисем пухӑннӑшӑн питӗ савӑнатӑп. Тавах сире пирӗн аттене асра тытнӑшӑн», – пурне те ҫӗнтерӳсем сунчӗ Алек­сандр Платонович.

Турнира хутшӑнакансене Платон Павловичӑн хӗрӗ Людмила Музяко­ва та тав сӑмахӗ каларӗ, волейбо­листсене ӑнӑҫлӑ вӑйӑ сунчӗ.

Спортсменсене ҫавӑн пекех шал­ти ӗҫсен службин полковникӗ Алек­сандр Степанов, Чӑваш Ен волейбол Федерацийӗн президенчӗ Юрий Кис­лов, Олимп чемпионки Валентина Егорова тата депутатсен округри Пухӑвӗн депутачӗ Павел Вязов, «Сывлӑх» спорт шкулӗн директорӗ Александр Куликов ӑнӑҫу сунчӗҫ. Платон Давыдовӑн тусӗсемпе юл­ташӗсем – округри АПК ветеранӗсен канашӗн председателӗ Юрий Ива­нов тата Алексей Скворцов ӗҫ вете­ранӗ – Платон Павловичпа ӗҫленӗ ҫулсене ӑшшӑн аса илчӗҫ.

Ҫӑмӑл мар вӑйӑсен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх Шупашкар хулинчи «Лава» команда пӗрремӗш вырӑн йышӑн­чӗ, Муркаш округӗнчи «МетПласт» команда – 2-мӗш вырӑнта тата Чул­хулари «Главспорт» команда 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗ.

Чи лайӑх вылякансем:

«Чи лайӑх ҫыхӑнтаракан» – Да­ниил Кузнецов, «Лава» – Шупаш­кар хули.

«Чи лайӑх блокировщик» – Денис Юрьев, «Главспорт» – Чулхула.

«Чи лайӑх диагональный» – Алексей Громов, «Лава» – Шупаш­кар хули.

«Чи лайӑх либеро» – Александр Ермолаев, «МетПласт» – Муркаш.

Турнир вӗҫленнӗ май Людмила Музякова, Платон Давыдов хӗрӗ, спортсменсене тав турӗ: «Па­ян турнира 12 команда килчӗ, ку питӗ лайӑх. Тавах сире пирӗн ат­тене асра тытнӑшӑн. Ку пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ те хаклӑ. Вӑл пирӗнтен уйрӑлнӑранпа 14 ҫул ир­трӗ ӗнтӗ. Платон Павлович тӑван тӑрӑхра та, районта та спорт ме­роприятийӗсене ирттерме яланах пулӑшнӑ. Сире хастар вӑйӑшӑн тав тӑвас килет. Эсир чӑн-чӑн спорт хастарлӑхне кӑтартрӑр, ҫӗнтерес кӑмӑлӑра кӑтартса юлашки мечӗке иличчен кӗрешрӗр. Сире сывлӑх, юрату, ҫемьесенче ырлӑх сунатӑп, сирӗн ҫул ҫинче лайӑх ҫынсем ҫеҫ пулччӑр. Ҫӗнӗ тӗл пулусем ҫитич­чен!».

Александр Давыдов, Платон Да­выдов ывӑлӗ, сӑмаха малалла тӑ­срӗ: «Волейбол – команда вӑййи. Ӑмӑрту кӑтартӑвӗ – пӗтӗм коман­да тӑрӑшнин пӗтӗмлетӗвӗ. Кашни вӑйӑ хумхануллӑ пулчӗ, вылякан­сем йӑнӑшас мар тесе тӑрӑшрӗҫ, хӑватлӑ та тӗрӗс пассем пачӗҫ. Пурте ҫӗнтерме тӑрӑшрӗ, турнир чи лайӑххисене палӑртрӗ. Питӗ лайӑх кӑмӑл-туйӑм тата спорт хӗрӳлӗхӗ – акӑ мӗн парнелерӗ пире паянхи кун. Турнир вӗҫленчӗ, анчах волейболпа спорт ҫакӑнпа вӗҫленмеҫҫӗ. Тавах сире вӑйӑшӑн».

14-мӗш турнир ҫитес ҫул яланхи пекех ял ӗҫченӗсен уявӗ умӗн иртӗ.

Анатолий ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1