Патшалӑх пулӑшӑвӗ – уйрӑмах кирлисене

Категория: Общество Опубликовано: 15.10.2026, 09:29 Просмотров: 21

Тунтикун планеркӑра патшалӑх пулӑшӑвӗпе ҫурт-йӗрпе чи малтан кирлисене тивӗҫтерес ыйтӑва ҫӗклерӗҫ. Кун пирки социаллӑ сетьсенче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗлтерчӗ.

Яланах каланӑ тата тепӗр хут калатӑп: бюджетри кашни йӗрке хыҫӗнче чӗрӗ ҫынсем, ачасем, шӑпасем тӑраҫҫӗ. Кунта та формаллӗ меслет пулма пултараймасть.

Кӑҫал ҫӑмӑллӑхлӑ категорири граждансен пурӑнмалли условийӗсене лайӑхлатма 3,4 миллиард тенкӗ ытла янӑ. 1757 ҫемье пулӑ­шу илмелле, 1200-е яхӑн ҫемье ҫӗнӗ хваттере куҫнӑ е документсем хатӗрлеҫҫӗ.

Приоритетра – тӑлӑх ачасем, нумай ачал­лӑ тата ҫамрӑк ҫемьесем. Тӑлӑх ачасене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме 1,3 миллиард тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Патшалӑхӑн вӗсене ҫитӗнсен малалла кайма шанчӑклӑ старт памалла.

Ҫул ҫитмен пилӗк е ытларах ачаллӑ нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшма – 1 миллиард тенкӗ ытла. Нумай ачаллӑ ҫемьесем норма пулса тӑмалла, ун валли вара кил-ҫурт пысӑк пулмалла. Ҫурт-йӗр туянма е тума ҫамрӑк ҫе­мьесене те пулӑшу пур – унпа 311 ҫемье усӑ курнӑ, вӗсенчен 289-шӗ ҫурт-йӗр сертифи­качӗсене вӑя кӗртнӗ.

Ҫӗршыва хӳтӗлекенсене те пулӑшатпӑр. СВО пайташӗсемпе вӗсен ҫемйисем ипотекӑн малтанхи тӳлевне хупма пулӑшу илме пулта­раҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫак мерӑпа 52 ҫемье усӑ курнӑ. Раҫҫей Паттӑрӗсемпе вӗсен ҫемйисем валли нушине пӑхмасӑр ҫурт-йӗр туянма е тума уйрӑм тӳлев кӗртнӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1