Ачаран спортпа туслă

Категория: Общество Опубликовано: 15.10.2026, 09:33 Просмотров: 19

Аслă ăрурисем çын мĕнле пулассине ача­ран сăнанă. Пĕтĕмлетсе калани ваттисен сăмахĕнче те ĕмĕртен ĕмĕре куçса пы­рать – лайăх лаша пуласси – тихаран, ырă çын пуласси ачаран паллă. Çак тĕрĕслĕх халăхăмăр хушшинче паян та малти вы­рăнта тăрать.

Ăна Çатракасси территори пайĕн тĕп усадьбинче пурăнакан спорт тусĕн Александр Смирновăн çемье тĕслĕхĕпе те çирĕплетме пулать. Ялта çуралса ÿснĕ, мăшăрĕпе Марина Михайловнăпа виçĕ ачаллă çемье çавăрнă арçын пĕрре пăхсах ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть темелле. Анчах ку çиелтен пăхсан кăна. Вăл Муркашри «Сывлăх» спорт шкул директорĕн хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса 10 çула яхăн вăй хурать. Çак вăхăтра Александр Юрьевич хăйĕн ĕçне лайăх вĕренсе çитнĕ. Шаннă ĕçĕпе пĕрлех вăл ачасем спортри ăсталăха туптанипе те тăтăшах кăсăкланса тăрать. Çакна çирĕплетсе мăшăрĕпе ÿстерекен виçĕ хĕрĕ те спортран катара тăмаççĕ.

– Хамăр хĕрĕмĕрсене спорт сывă пурнăç йĕрки пул­нине вĕрентсе ÿстерессине пĕрремĕш кунранах умри тĕллеве лартрăмăр. Ĕмĕтленни пурнăçланни çĕнĕ чикĕсем çĕнме хистет. Хĕрĕмсем пире ăнланнине тăтă­шах спортри ÿсĕмĕсемпе çирĕплетеççĕ, – терĕ ашшĕ хамăр калаçăва хĕрĕсем çине куçарса.

Аслă хĕрĕ – Камилла – паян Илья Ульянов ячĕл­лĕ Чăваш патшалăх университечĕн 2-мĕш курс сту­дентки. Йĕлтĕрпе чупса пĕрремĕш спорт разрядне пурнăçланăскер, 2023 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиатки пулса тăнă. Унăн йăмăкĕ Ми­лена та йĕлтĕр спорчĕпе ачаран туслашнă. Çатра­кассинчи вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕреннĕскер иртнĕ çул Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипен­дине илме тивĕçнĕ. Спортра хастарлăх кăтартакан хĕр, пĕрремĕш разряд нормативне пурнăçланăскер, юлашки çулсенче Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командине кĕнĕ. Çак йышпа вăл иртнĕ хĕл сезонĕнче Сыктывкар, Ижевск хулисенчи т. ыт. çĕрти ăмăртусе­не хутшăннă, хăйне ырă енчен кăтартнă.

Вĕсен йăмăкне Полинăна та, хальлĕхе Çатракассин­чи вăтам шкулта 2-мĕш класра вĕреннине пăхмасăр, ашшĕ-амăшĕпе тата аппăшĕсемпе пĕрле час-часах йĕлтĕр йĕрĕ çинче курма пулать. Çакă Смирновсен спортри династийĕн тăсăмĕ малалла пуласса çирĕпле­тет. Ашшĕпе амăшĕ те, аппăшĕсем те çакна шанаççĕ.

Сăмах май, виçĕ хĕрĕн амăшĕ – Марина Михайловна – биатлонпа спорт мастерĕн кандидачĕ. Хăйĕн ÿсĕмĕпе вăл – ачисемшĕн яланах ырă тĕслĕхре. Паян Марина Смирнова – Муркашри «Сывлăх» спорт шкулĕн дирек­торăн вĕренÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ. Шкула пыракан кашни ачарах опытлă вĕрентекен спортри пысăк ÿсĕм çулне курать, ăна вăхăтра туллин аталан­тарма пулăшать.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1