Ыран – Тыр-пул уявӗ

Категория: Общество Опубликовано: 22.10.2026, 08:21 Просмотров: 9

Октябрӗн 24-мӗшӗнче, шӑматкун, Муркаш ялӗнче «Тыр-пул кунӗ» уяв пулать.

9 сехетрен пуҫласа «Кӗр парнисем» курав-ярмӑрккӑ ӗҫлӗ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем, шкулсем тата уй­рӑм хуҫалӑхсем хӑйсен чи лайӑх про­дукчӗсемпе паллаштарӗҫ. Ҫавӑн пе­кех суту-илӳ речӗсемпе обществӑлла апатлану точкисем уҫӑлӗҫ.

10 сехетре Муркаш шкулӗн стади­онӗнче мини-футбол енӗпе округ чем­пионачӗ иртӗ.

Ҫав вӑхӑтрах вӗренӳ пайӗн метод­кабинетӗнче ҫут ҫанталӑк матери­алӗсенчен хатӗрленӗ ача-пӑча пулта­рулӑхӗн куравӗ уҫӑлӗ.

11 сехетре уява савӑнӑҫлӑ ла­ру-тӑрура уҫӗҫ. Музыкӑпа хорео­графи композицине шӑрантарӗҫ, ертӳҫӗсем тухса калаҫӗҫ, паллах, ял ӗҫченӗсене чыслӗҫ.

12 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен округри чи лайӑх коллективсем хут­шӑннипе пысӑк уяв концерчӗ иртӗ.

Тата мӗн интересли пулӗ?

˜ Хальхи ял хуҫалӑх техникин выставки: кунта агропромышленноҫ комплексӗн ҫӗнӗлӗхӗсене курма пу­лать.

˜ Интерактивлӑ конкурссем: тырра кам хӑвӑртрах суйланине; йывӑҫсене йывӑҫ вуллисем тӑрӑх, ҫамрӑк вӑр­манҫӑсем пулӑшнипе, пуринчен те лайӑхрах уйӑрнине пӗлӗпӗр.

Уявра техӗмлӗ плов, дамлама пулӗ. Пухнӑ укҫа-тенкӗ пирӗн салтаксене пулӑшма кайӗ. Кашни порци – пӗрле­хи Ҫӗнтерӗве тӳпе хывни.

Мероприятие «Раҫҫей ялӗ» парти проекчӗ пулӑшнипе йӗркелеҫҫӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1