Ашшĕпе ывăлĕ руль умĕнче – пурĕ 85 çул

Категория: Общество Опубликовано: 22.10.2026, 08:29 Просмотров: 9

Муниципалитет округĕнче ял пурнăçне тата çĕр ĕçне чунĕпе парăннă çынсем сахал мар. Вĕсем кашниех тăван ен малашлăхĕшĕн тăрăшса ĕçленине, хăйсем суйласа илнĕ ĕçе юратса пурнăçланине, хушнине кирек хăçан та яваплăха туйса вăхăтра пурнăçлама хатĕррине уйрăм тĕслĕхсемпе чылай çирĕплетме пулать. Пирĕн паянхи калаçу – Той­килтĕ ялĕнче тĕпленсе пурăнакан Сергеевсем пирки. Кунта çĕр ĕçне хисеплесси, техникăна юратасси, аслисене тивĕçлипе чысласси, хăйсем пурнăçлакан ĕç пирки маларах çиччĕ виçсе пăхасси ăруран ăрăва куçса пырать. Çакă пирĕн калаçура куç умне туллин тухрĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче пирĕн тăрăхри ялсенче те хресчен­сем пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕр­келесе ĕçлесси вăй илнĕ. Ырă ул­шăнусене курса Тойкилтĕре пурăна­кан Аркадий Сергеев хресчен те çĕнĕлĕхсенчен пăрăнса юлман. Çамрăк арçын çĕршыври ырă ул­шăнусемпе тан пыма тăрăшса хутла та вĕреннĕ, шут ĕçне те хăнăхнă, тытăннă ĕçре ертсе пырассипе те ыттисем хушшинче палăрнă. Çапла вара вăл хăй вăхăчĕшĕн ялта çутта тухнă малтанхи çынсен ретĕнче пул­нă: ăна нумайăшĕ итленĕ, час-часах унпа тĕл пулса калаçнă, унăн кана­шĕсемпе усă курма тăрăшнă.

Пурнăçпа тан пыракан çамрăк вулама-çырма тата шут ĕçне хăнăх­нипе пĕрлех ялсене килме пуçланă çĕнĕ техникăпа та вăхăт ирттер­месĕр çывăх туслашма тăрăшнă, унăн малашлăхне курса çĕнĕ тех­никăна çийĕнчех алла илессипе палăрнă, çĕнĕлĕхпе перекетлĕ те тухăçлă ĕçлеме вĕреннĕ.

Унăн пурнăçне тишкерсен, вăл ăна техникăран уйрăлмасăр ирттер­нĕ тесе çирĕплетсех калама пулать. Суха пуçĕллĕ ял хуçалăхне механи­зацилесси пĕтĕмпех унăн куçĕ умĕпе иртнĕ. Аркадий Сергеевич малтанах тăван колхозра бухгалтер пулнă. Вăл пĕрремĕш кунранах тăван хуçалăха ÿсĕм çулĕпе уттарассине тĕп вы­рăнта тытнине, яла пĕрремĕш «хир карапĕ» килсен унпа хăй ĕçленине, çĕнĕ техникăна вăл тирпейлĕ тыт­нине тата унпа перекетлĕ ĕçлеме тăрăшнине ялта пурăнакан аслă ăру çыннисем паян та астăваççĕ. Колхоза килнĕ тимĕр кустăрмаллă пĕрремĕш тракторсемпе малтанхи комбайнсем производствăна шăпах унăн алли витĕр кĕнĕ.

– Хамăр ачасем пулнине пăх­масăрах, пире çĕнĕ техника ĕçле­ни питĕ кăсăклантаратчĕ. Эпир кам мĕн ĕçленине пăхсах тăраттăмăр. Ĕнер кăна çурлапа вырнă тырă­на паян комбайн çапса тĕшĕлени, хресчен ĕçĕ куç умĕнчех механиза­циленни тĕлĕнтеретчĕ, савăнтарат­чĕ, ыррине шантаратчĕ. Малтанхи комбайнсем вырса илнĕ тырăна икĕ колхозник çийĕнчех михĕне тултар­са пыратчĕç те «хир карапĕ» çинчи ятарлă вырăна купалатчĕç. Унта 7-8 михĕ пуçтарăнса кайсан, колхозник­сем лашапа пырса комбайн ĕçленĕ вăхăтрах вĕсене урапа çине тиесе каятчĕç, – аса илет инçетри ачалăха комбайнерăн аслă ывăлĕ Юрий Ар­кадьевич.

Малтанхи комбайнсен ĕмĕрĕ вăрă­мах пулман. Кĕçех вĕсем вырăнне хуçалăхсене СК-3, СК-4, СК-5 «Нива» комбайнсем килме пуçланă. Вĕсен ĕç хăвăртлăхĕпе пахалăхĕ те куç умĕн­чех палăрмалла ÿснĕ. Аркадий Сер­геевич механизатор вĕсене Шаптак, Тойкилтĕ, Платкасси ялĕсене пĕр­лештерекен Ленин яч. хис. колхоза Шупашкартан хăй хăваласа килнĕ, ĕçе хатĕрленĕ. Пĕрремĕш комбайн­сем уçă кабинăллă пулнă. Çавăнпа вĕсене таса та тирпейлĕ тытасси механизатортан пысăк тимлĕх ыйт­нă. Кĕр çитсен тата вырма вĕçленсен «хир карапĕ» çитес çул та кирлĕ пу­ласса шанса ашшĕ техникăна тирпей­лĕ управа лартма тăрăшнине Юрий Аркадьевич та пытармарĕ.

– Хĕлле юр тултарасран, кĕр­хи-çурхи çумăрта йĕпенесрен ком­байна вăл май пур таран картлатчĕ. Çитес çул та ĕçлеме кирлĕ пулать тесе йывăç корпуслă аккумулятора лашапа киле илсе пырса сакайне управа вырнаçтаратчĕ. Атте ыйтни­не кура эпир те ăна май пур таран пулăшаттăмăр, техникăпа çывăх пул­ма, унпа тухăçлă ĕçлессине ăнланма тăрăшаттăмăр, – терĕ Юра калаçăва çамрăк ăру çине куçарса. Сăмах май, çулсем иртнĕ май 4 ывăлтан кашни­ех ашшĕн ĕçне малалла тăсса тех­никăпа туслашнă, вăхăтра пурте çар ретĕнче службăра тăнă.

Салтак тенĕрен çакна каласа хăвармалла. Çемье пуçĕ – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ. Вăл 1944 çултан пуçласа 7 çул тинĕс-çар флотĕнче службăра тăрса Хĕрлĕ Çăлтăр ордена, йышлă ме­дале тивĕçнĕ. Приказа пурнăçласа Чехословаки, Болгари, Румыни çĕр­шывĕсене ирĕке кăларса Аслă Çĕн­терĕве Венгринче кĕтсе илнĕ. Ют çĕршывсенче çынсем мĕнле пурăнни пирки, Аслă Çĕнтерĕве хăйсем епле туптани çинчен ашшĕ каласа панине аслă ывăлĕ Юрий кăмăллăн аса илчĕ.

Ашшĕн тăрăшулăхне кура амăшĕ те ĕçрен пăрăнса ларни пулман. Вăл тăватă ывăлне те ĕçпе туслă пулма вĕрентсе ÿстернĕ. Юрий амăшне ырăпа аса илнĕ вăхăтрах, ашшĕ пирки сăмах пуçарсан та, вăл ĕçрен ютшăнманни ывăлĕсемшĕн тĕслĕх пулни пирки каларĕ.

Фронтовик çартан 1951 çутла тав­рăнсан пĕр тăхтаса тăмасăр Тăван çĕршыва вăрçă юхăнчăкĕнчен ура çине тăратассипе тăван колхозра çанă тавăрса ĕçлеме пуçланă. Кун­та вăл çулталăкăн тĕрлĕ тапхăрĕн­че бухгалтерта, ревизорта вăй хунă. Кашни вырмарах «хир карапĕпе» ты­рă пуссине тухнă. Колхозниксем куç шăрçине упранă пек пăхса ÿстернĕ тырăна çухатусемсĕр пухса кĕртес­сипе тăрăшса ĕçленĕ.

Ашшĕне кура тăтăшах унпа пĕр­ле пулнă ывăлĕ Юрий та ачаллах техникăпа туслашнă. Çара кайиччен Канашри вакун юсакан заводра вăй хунăскер, хамăр районти çар комис­сариачĕ урлă водительсем хатĕр­лекен Канашри ДОСААФ автош­кулĕнчен вĕренсе тухнă. Вăл Инçет Хĕвел тухăçĕнчи çар чаçĕнче 1972 – 1974 çулсенче службăра тăнă. Кун­та та ăна шăпа çĕр ĕçĕнчен катара хăварман. 1973 çулхине салтаксене Омск облаçне пулăшмалла вырма­на хутшăнма приказ пулать. Çамрăк салтаксем унта та ĕçри паттăрлăхпа палăраççĕ. Çапла вара çав çулхи вы­рма пĕтĕмлетĕвĕпе Юрий Аркадье­вич хăйсем пулăшнă хуçалăхăн Хи­сеп грамотине тивĕçет. Çакна вăл па­ян пурнăçри пысăк урок тесе хаклать. Кун хыççăн вăл çур ĕмĕр ĕнтĕ руль умĕнче, анчах нихăçан та çын туса парасса кĕтсе ларман. Çавăнпах паян унăн çемье архивĕнче ял Со­вечĕн, район, муниципалитет округ администрацийĕн, ЧР Патшалăх Ка­нашĕн, ЧР Чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министерствин, ЧР наци кон­гресĕн, Чăваш Республикин, тĕрлĕ ведомствăн Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем пур. Кашнин хыçĕнчех – пурнăçăн уйрăм тапхăрĕ.

Паян хăй, 73 çултине пăхмасăрах, Юрий алăран руль вĕçертме васка­масть-ха. Иртнĕ çулсенче Хорнуй территори пайĕн депутачĕ пулнăскер, паян вăл – Тойкилтĕ ял старости. Халăх шанăçне туяканскер, вырăнти тирпейлĕхпе хăтлăха пăхсах тăрать, ял çыннисемпе пĕрле пулса ĕçлес­сине самантлăха та иккĕмĕш вырă­на хăвармасть. Обществăлла ĕçсĕр пуçне вăл – муниципалитет округĕнчи централизациленĕ бухгалтери води­телĕ. Унăн пулăшăвĕпе усă куракан­сем ун пирки ыррине çеç калаççĕ.

Мăшăрĕ – Роза Степановна – ĕç ĕмĕрне халăх судĕнче ирттернĕ. Яваплăха туйса ĕçленипех вăл секре­тарьтен судьяна пулăшаканĕ таран ÿссе çитнĕ, суд тытăмĕнче тăрăшул­лă ĕçленĕшĕн медале тивĕçнĕ. Ял хĕрарăмĕ, килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк нумай тытаканскер, паян тăтăшах каçсерен ял клубĕнчи «Хавас» юрăпа ташă уш­кăнне çÿрет.

Туслă та ĕçчен мăшăр пирки çакăн пек çеç каласа пани çителĕксĕр те­се шутлатăп, мĕншĕн тесен ашшĕн ĕçне Артур ывăлĕ малалла тăсать. Вăл та Муркаш муниципалитет окру­гĕн водителĕнче 31 çул тăрăшать. Лариса хĕрĕ – социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен пайăн ертсе пыракан специалисчĕ.

Розăпа Юрий Сергеевсен çемйи – муниципалитет округĕнчи ĕçе чунĕпе парăннă çемье. Паллакан­сем, вĕсемпе хутшăнакансем кашни­ех вĕсенчен тĕслĕх илме тăрăшаççĕ.

Çĕршыв экономикинче тăтăшах пулса иртекен ырă улшăнусенче, çынсен хутшăнăвĕнче юлашки çул­сенче автомобиль транспорчĕн пĕлтерĕшĕ палăрмаллах ÿснĕрен автомашина паян унчченхи вăхăтри пуянлăх паллинчен ытларах хут­шăну мелĕ тата вăхăтлă ĕç хатĕрĕ пулса тăчĕ. Ăна кура водителĕн пĕл­терĕшĕпе яваплăхĕ те куç умĕнчех ÿсрĕç. Çакна Юрийпе Артур Сер­геевсем (сăн ÿкерчĕкре) хăйсен ка­лаçăвĕнче çирĕплетрĕç.

– Руль умне ларсан, хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнсан, хамăра телей­лĕ туятпăр, – терĕç ашшĕпе ывăлĕ пĕр-пĕрин çине кăмăллăн пăхса илсе. Вĕсен сăмахĕпе килĕшмесĕр пултараймастăп. Хăйсем суйласа илнĕ ĕçе çакăн пек чунĕпе парăннă çынсем – чăнах та Муркаш ен илемĕ тата унăн мăнаçлăхĕ.

Анатолий БЕЛОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1