Наци премийĕн финалĕнче

Категория: Общество Опубликовано: 22.10.2026, 08:19 Просмотров: 11

Итакачкассинчи Валерий Егоров фермертан черетлĕ хут ырă хыпар пĕлтĕмĕр.

Вăл – Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви йĕркеленĕ мас­штаблă проектăн – «МедиаПоле» наци премийĕн – финалисчĕ. Савăнăçлă пĕтĕмлетÿ кăçал Санкт-Петербург ху­линче иртет, пĕлтĕр церемони Мускавра пулчĕ. Финала лекес текенсенчен пĕтĕм Раççейĕпе 2000 ытла заявка йышăннă. Финала вара 120-ĕн тухнă, вăл шутра – пирĕн ентеш.

Агроблогер агротуризмпа кăсăкла­нать. «Маншăн çакă конкурс кăна мар. Хамăн ĕçсенче эпĕ фермер пурнăçĕ, ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕх пирки кала­са кăтартатăп. Ялта ĕçлесе аталанма, япăх мар пурăнма тата хамăрăн пурнăçа тĕпрен улăштарма май пуррине тĕслĕх­семпе çирĕплететĕп. Çитес вăхăтра Чăваш Енти ял пурнăçне анлăн сăнланă медиапроектпа Санкт-Петербургра пал­лаштаратăп», – терĕ Валера.

Мĕнех, ăнăçу сунатпăр. Çĕнтерÿпе кĕ­тетпĕр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1